14 ноября 2012 г.
2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен Раççей гражданĕсене универсал электрон карттăсем пама пуçлаççĕ. Ăна çын заявлени çырнă хыççăн илме пултарать. Карттăна илме килĕшменни çинчен пĕлтерменнисем валли 2014 çултан хатĕрлеме палăртаççĕ. Универсал электрон карточка килтенех патшалăх тата муниципалитет пулăшĕвĕсемпе усă курма май парĕ, вăл пулăшнипе çавăн пекех ЖКХ ĕçĕсемшĕн, çыхăнушăн, общество транспорчĕпе çÿренĕшĕн, лавккара япала туяннăшăн тÿлеме пулать.
Паллах, çĕнĕлĕх пур енчен те меллĕ. Çав вăхăтрах турра ĕненекенсен хушшинче ăна йышăнманнисем те пур, “шуйттан паллă тунă япала, тенчене пĕтерме тунă” евĕр шухăша палăртаççĕ. Халăх хушшинчи ăнланманлăха сирес тĕллевпе ЧР информполитика министрĕ Валентина Андреева православи тата мăсăльман тĕнĕн представителĕсемпе – Чăваш Ен – Шупашкар епархи управленийĕн канцелярийĕн ертÿçипе Сергий Пушков протоиерейпе тата Чăваш Республикинчи Мăсăльман тĕн управленийĕн председателĕн çумĕпе Хайдар Сафиуллинпа – тĕл пулчĕ.
Сергий атте ĕненекенсем карттăна ĕç вырăнĕнче вăйпах панăшăн кăмăлсăрланни пирки каларĕ. “Налук органĕсем ыйтаççĕ, министерство хистет тесе предприяти-организаци ертÿçисем пусахласах çынсене карточка тутарттарма тăрăшаççĕ. Халăха мĕншĕн ирĕксĕрлемелле-ха;” – терĕ вăл. “Никама та ирĕксĕрлемеççĕ, карттăна илме килĕшменни çинчен заявлени çырса пĕлтермелле çеç”, – палăртрĕ Информполитика министерствин информаци технологийĕсене пурнăçа кĕртекен пай пуçлăхĕ Ирина Никонорова. Хайдар Сафиуллин универсал электрон карточка (унта паспорт, ИНН, СНИЛС, т. ыт. те кĕреççĕ) ултав-çăсен аллине лекесрен, лешсем çынсене хăратма е улталама пуçласран (тĕслĕхрен, чирлĕ ватăсене вăл е ку эмел сирĕншĕн лайăх тесе хаклă хакпа туянтарма пултараççĕ) шикленнине пĕлтерчĕ. Ирина Валентиновна каланă тăрăх – карттăн хăрушсăрлăх тытăмĕ питĕ шанчăклă, ăна “аркатма” çăмăл мар.
Универсал электрон карта пирĕн пурнăçа çăмăллатасси куç кĕрет. Хальхи вăхăтра электрон мелĕ патшалăхăн 17 тата муниципалитетăн 2 пулăшăвне кÿме пуçланă. Çулталăк вĕçлениччен тата аллăшне куçарма палăртнă. Килте компьютер умĕнче ларсах тĕслĕхрен, ача çуралнине, мăшăрланнине çирĕплетме пулать. Çавăн пекех Ĕçлев службин, Вĕренÿ, Сывлăх сыхлавĕн, Культура, Юстици министерствисен т.ыт. пулăшăвĕсемпе усă курма май пур.
И. СЕРГЕЕВА.