АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЙĂПЛИСЕНЕ ЯВАП ТЫТТАРНĂ

24 ноября 2012 г.

Килте выльăх-чĕрлĕх нумай тытнă май юлашки çулсенче Чăваш Енре ветеринари аптекисем уçăлма пуçларĕç. Çак тытăмра ĕçлеме кăçал кăна Россельхознадзорăн республикăри управленине вунна яхăн заявлени çырнă. Апла пулсан, çакнашкал ĕç тупăшлă. Выльăх-чĕрлĕх те çын пекех чирлет-çке. Паянхи кун тĕлне республикăра ветеринари аптекисем – 97. Хальччен ку тĕлĕшпе 62 лицензи (çав шутра 21 бюджет учрежденийĕ, 19 усламçă, потребитель кооперацийĕн 13 аптеки тата ыттисем те) илнĕ. Эмелсене курттăммăн сутакан организаци те сахал мар.

Ял çыннисем реклама е кÿрши-пĕлĕшĕ сĕнекен препаратсене Шупашкарта туянма тăрăшаççĕ. Пĕри чăх-чĕпне витаминпа апатлантарса ытларах çăмарта илесшĕн, теприн выльăхĕ чирленĕ... Халĕ кашни районтах аптека уçнă. Паллах, Шупашкарта ытларах, 16 аптека унта. Патăрьел районĕнче те саккăр таранах. Кунта выльăх нумай тытаççĕ. Етĕрне районĕнче – 9, Муркаш, Вăрнарпа Елчĕк районĕсенче 5-шер аптека ĕçлет.

Анчах эмел сутасси питĕ яваплă пулнине пурте асра тытаççĕ-ши; Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн аслă специалист-эксперчĕ Оксана Викторова каланă тăрăх кăçал инспекторсем лицензипе ĕçлекен 12 аптекăна тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ чиперех ĕç-ленĕ. Çапах та йĕркене пăсакансем те пулнă. Сăмахран, Хĕрлĕ Чутайри чĕр чун чирĕсемпе кĕрешекен станци ĕçченĕсем выльăх-чĕрлĕхе срокран тухнă вакцинăпа (ăна учреждени аптекинче сутнă) прививка тунине тĕпчесе пĕлнĕ инспекторсем. Пахалăхне çухатнă вакцинăна тĕп тунă, айăплисене 76 пин тенкĕлĕх штрафланă. “ЗооВетАгро” обществăн икĕ аптеки эмелсене упрас йĕркене пăхăнманнине тупса палăртнă, 4 пин тенкĕлĕх штраф панă.

Сăмах май, аптека ĕçĕпе кăмăлсăр пулнине палăртса çăхав çыракан та пулчĕ. Прокуратурăпа пĕрле çийĕнчех тĕрĕслев йĕркеленĕ. Чăн та, Шупашкар усламçин лицензи пулман, ăна административлă йĕркепе айăпланă. Вăрмарти аптека тĕ-лĕшĕпе çур çулта икĕ çăхав таранах пулнă. Инспекторсем малтанах усламçă лицензи условийĕсене пăснине палăртнă, тепринче – эмелсене упрас йĕркене шута илменнине. Предприниматель аптека пуррине те кăтартман лицензире. Çитменлĕхсене пĕтернĕрен халĕ вăрмарсем кунта шикленмесĕрех çÿреме пултараççĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче Çĕнĕ Шупашкарта та лицензисĕр эмел сутнă тĕслĕх палăртнă.

Н. ВАСИЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика