АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта – черетлĕ информаци кунĕ

24 ноября 2012 г.

“Чăваш республикин кăçалхи тăхăр уйăхри экономикăпа социаллă пурнăçĕн аталанăвĕн итогĕсем. Чăваш республикин 2012 çулхи бюджет политики. Чăваш республикин Пуçлăхĕн 2012 çулхи чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнчи “Чăваш республикин ял халăхне малтанхи медицинăпа санитари пулăшăвĕ парассин ĕçне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен” Указĕ. Чăваш республикинче табак туртнине хирĕç кĕрешмелли мерăсем çинчен”. Çакăн пек темăсемпе ноябрĕн 21-мĕшĕнче районта черетлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Ăна йĕркелеме Юхмапа Пăла тăрăхне сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен профсоюзĕн республикăри организацийĕн председателĕ Владимир Федоров, Экономика аталанăвĕ, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн çумĕ Владимир Аврелькин, Тĕп патшалăх регистраторĕ Екатерина Карпеева, Физкультура, спорт тата туризм министрĕн çумĕ Сергей Шелтуков хутшăнчĕç. Малтан тĕп хулан иформаци ушкăнĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Мансур Калмыковпа пĕрле администраци залĕнче районти хыпар ушкăнĕсен членĕсемпе тĕл пулу йĕркелерĕç. Кунта Мансур Миневелиевич пухăннисене районăн экономикăпа социаллă аталанăвĕн итогĕсемпе тата бюджет политикипе паллаштарчĕ. Информаци темисем пирки Шупашкар хăнисем те тĕплĕн чарăнса тăчĕç. Ун хыççăн тĕрлĕ ушкăнсемпе пĕрле Первомайск, Пăлапуç Пашьел, Ишлĕ ял тăрăхĕсенчи социаллă объектсене çитсе курчĕç, Патăрьелĕнчи Хлебников, Шăнкăртамри Хамбиков предпринимательсен производство базисемпе, Патăрьелĕнчи пулас бизнес-инкубатора епле тунине пăхрĕç, “Паттăр” ФСК-ри тренерсемпе тата ытти ĕçлекенсемпе тĕл пулчĕç.

(Хамăр корр.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика