АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пĕр чÿрече – меллĕрех

24 ноября 2012 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Правительство членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова республикăра нумай функциллĕ центрсен сетьне йĕркелени çинчен каласа панă. Çакă 2015 çул тĕлне граждансен 90 процентĕнчен кая мар йышĕ патшалăхăн пулăшу ĕçĕсемпе пурăнакан вырăнти “пĕр чÿрече” принципа усă курма пултарассине тивĕçтермелле. Халĕ Чăваш Енри 16 муниципалитет пĕрлешĕвĕнче çавнашкал центрсем ĕçлеççĕ. Çитес çул вĕçлениччен хайхи “пĕр чÿрече” принцип мĕн пур районпа хула округĕнче ĕçлеме пуçламалла.

Вице-премьер – транспорт министрĕ Михаил Янковский çул-йĕре хĕле хатĕрленипе паллаштарнă. Строительство министрĕ Владимир Громов республикăра ăшăпа тивĕçтермелли схемăсем хатĕрлес енĕпе ĕçлени çинчен каласа панă. 10 пин çын таран пурăнакан ялсенчен хальлĕхе улттăшĕнче ăшăпа тивĕçтермелли схемăсене çирĕплетнĕ. Çулталăк вĕçлениччен ыттисенче те çак ĕçе вĕçлемелле. 10 пин çынран ытларах пурăнакан виçĕ ял тăрăхĕпе пилĕк хула округĕнчен ку енĕпе Çĕнĕ Шупашкарта тата Шупашкарта çине тăрсах ĕçлеççĕ.

С. ПАВЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика