24 ноября 2012 г.
Кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Ч. Галялтдинова, Т. Лекарева, Ю. Токмакова, Б. Попов, Г. Мухутдинова, Г. Калмыкова, Д. Кошкин, Д. Назаров сывлăха çирĕплетмелли “Березка” лагерьте канчĕç. Унта пултаруллă вĕренекенсен профильлĕ смени ĕçлерĕ. Çак кунсем çитĕнекен ăру асĕнчен нихăçан та тухмĕç. Пуçламăшĕнчех канакансем “Эпир пĕрле – эпир команда” вăййа хутшăнчĕç. Унтан кунсерен ăс пухмачне аслă шкулсен тĕрлĕ кафедрисен наука ĕçченĕсем вуланă лекцисене хума пикенчĕç. Ывăннине сирме вара “Дигикон”, “Креатив”, “Кам эсĕ: лидер е...” вăйăсем пулăшрĕç, ташă каçĕсем пĕр-пĕринпе паллашма май пачĕç. “Çĕр-шыв ачисем – тивĕçлĕ смена” ыр кăмăллăх фончĕн çыннисемпе тĕл пулни, “Çамрăксене шанмалла”, сăн ÿкерчĕксен конкурсĕсене , “21 вектор” видеороликсен презентацине ирттерни те кăмăллă.
Шутлă кунсем сисĕнмерĕç. Вĕренÿре ырă тĕслĕх кăтартнисем хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Çав йыша Г. Мухутдиновапа Д. Назаров та лекрĕç.
И. ТЕРЕНТЬЕВА,
шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.