24 ноября 2012 г.
Куç курнине пула эпир тавралăхран темĕн чухлĕ информаци илетпĕр. Наукăпа техника аталаннă çĕр-шывра ун патне вара тата та ытларах тимлĕх уйăрма тивет. Куçа ачаранах упрама тăрăшмалла, ватлăх çитсен те пăхмалла. Варти чун тĕпренчĕкĕн кураслăхĕ лайăх йĕркелентĕр тесен, йывăр çын чухнех пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Тĕрĕс-тĕкел ача çуратни те кураслăха сахал мар витĕм кÿрет. Кăкăр ĕмĕртнĕ чухнех çитĕнекен ăру иммунитечĕ çирĕп пултăр тесе тăрăшмалла.
Кураслăх йĕркеллĕ пултăр тесе шкулта вĕреннĕ чухне çине тăмалла. Вуланă е çыр-нă чухне ытлашши çывăхран пăхмалла мар. Куç ывăнсассăн ăна кантармалли упражненисем тумалла. Парта çÿллĕшĕ, ун çине çителĕклĕ çутă ÿкни те витĕм кÿретех. Çавăн пекех сĕтел хушшинче тÿрĕ лармалла.
Куçа сиенлеме пултаракан ĕçсенче хăрушсăрлăх техникин правилисене çирĕп пăхăнмалла. Суранласан тÿрех врач патне каймалла.
Сахăр диабечĕ, гипертони, нерв системи чирĕ те куçа витĕм кÿме пултарать. Çавăнпа та врач сĕннĕ сиплев курсне туллин пурнăçламалла.
Инфекциллĕ чирсем ересрен вара гигиенăна çирĕп пăхăнни кирлĕ. 40 çул тултарнисен е унран аслăраххисен виçĕ çулта пĕр хутчен (хăшĕсен частарах та) куçри пусăма тĕрĕслеттермелле. Аслăланнăçемĕн кураслăх чакса пырасси те пулать. Ун пеккисен куçлăх тăхăнмалла.
Р. АХМЕТОВ, куç врачĕ.