АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĕНЕКЕ ТĕНЧИНЕ ИЛСЕ КĕРЕТ

24 ноября 2012 г.

“Нумай вулатăн–нумай пĕлетĕн”, тенĕ ваттисем. Анчах та хальхи ачасене кĕнекене юратма, илемлĕ литература произведенийĕсене вулама хăнăхтарасси пĕрре те çăмăл мар. Çитĕнекен ăру ытларах компьютер умне ларма тăрăшать. Нумай вулакан ача уроксенче яланах ыттисенчен пĕр утăм маларах пынине кашнийĕ пĕлсех те каймасть пулас.

Кĕнеке алла илекен анлă тавракурăмлă пулнине тăтăшах калатпăр. Анчах çакна шкулта кăна хускатни çителĕксĕр, ашшĕ-амăшĕн те ывăл-хĕрне кĕнекене юратма вĕрентмеллех, текен калаçу хускалчĕ Алманчăри вăтам шкулти библиотекăна кĕнĕ хыççăн Н. Никитина педагогпа (ÿкерчĕкре). Çак сăмахсене Наталия Петровна ачасен умĕнче те, ашшĕ-амăшĕ хушшинче те час-часах хускатма тăрăшать. Шел те кĕнеке илме ытларах кĕçĕн классем çеç çÿреççĕ. Аслăраххисем вара вĕрентекенсем пĕр-пĕр произведенине тĕп-лĕн вулама сĕннĕ хыççăн çеç вулавăша утаççĕ.

Вулас тесен вуламалăх кĕнеке пур библиотекăра. Фондра 18 пин ытла кăларăм упранать. Вĕсенчен 3 пинĕ– вĕренмелли, пинĕшĕ– методика литератури.

Çĕнĕ кĕнекесене ятарлă çĕре вырнаçтарма тăрăшать библиотекарь. Стендсене çĕнетсе тăма та ÿркенмест. Хаçатсен тĕркемĕсене тирпейлĕн çĕлесе пырать. Вĕсем вулавăша кĕрекен кашни çын умĕнче.

– Методика литературишĕн паракан укçапа вырăнлă усă куратпăр. Районта тухса тăракан “Авангард” хаçата та çырăнмасăр юлмаççĕ. Хам та аса илтерсех тăратăп, – тет Наталия Петровна.

Библиотекăна çÿреме илĕртмелли тепĕр меслет те тупнă вăл – оригами кружокне уçнă. Занятийĕсем вулавăшра иртеççĕ. Кирлĕ литературăна ер-тÿçĕ хăйех çырăнса илет. Мĕн кăна ăсталамаççĕ-ши ачасем! Тĕрлĕ тĕслĕ хут çеç кирлĕ. Хальхи вăхăтра чăрăша илемлетмелли япаласем хатĕрлеççĕ. Хĕрачасемпе пĕрлех арçын ачасен те аллисем çыпăçуллă. Уйрăмах Д. Хамидуллина, А. Генералова, В. Фомин пултарулăхĕ пысăк.

Пĕрремĕш категориллĕ педагог вĕренекенсене тĕрлĕ конкурса явăçтарать. Ачасене ял историйĕпе çыхăннă рефератсем çыртарни, презентацисем хатĕрлеттерни те пархатарлă. Раççей историйĕн çулталăкĕнче çакă уйрăмах та вырăнлă.

Наталия Петровна алла диплом илнĕ хыççăн кунти шкула вырнаçнă, качча тухса çемьеллĕ пулнă. Паянхи кун та Треньелĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ В. Алексеева пирки ăшшăн аса илет. Чăваш чĕлхи учителĕ пулас шанăçа çуратма ăна шăпах Валентина Даниловна тăрăшулăхĕ илĕртнĕ.

Вун пиллĕкмĕш çул шкул алăкне уçса кĕрет вĕрентекен. Ачасемпе пĕрлех хăйшĕн те çулленех çĕннине сахал мар илет: район, республика шайĕнчи семинарсене, конференцисене, методика канашлăвĕсене хутшăнать. Портфолиовĕ те Наталия Петровнан хулăнлансах пырать.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика