АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЙĂНĂШ УТĂМ ИР ВАТĂЛТАРАТЬ

24 ноября 2012 г.

Вĕри куççÿль юхса анчĕ Маринăн пит çăмарти çине йĕр хăварса. Аса илÿсем пусарса илчĕç хĕрарăма. 25 çул каяллахи вăхăта таврăнчĕ вăл.

Çуркунне. Сип-симĕс курăк ешерет. Йывăçсем илемлĕ. Кăçал Марина шкул пĕтерет. Çап-çамрăк чĕрере – малашлăх ĕмĕчĕсем. Вун пĕр çул сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕç. Хĕр ачан ашшĕпе амăшĕн кăмăлĕ тулли: ара çав тери илемлĕ пике çитĕнтернĕ-çке вĕсем. Яштака, вăрман мăйăрĕ пек хăмăр куçлă, курак çунатти пек хура çÿçлĕ. Хăйĕн малашлăхне те вара Марина çынсене усă пама пултăр тесех тухтăр профессине суйласа илесшĕн.

– Марина, чунăм!– чĕнчĕ хĕре каччă çăлтăрсене шутласа ларнă чухне.

– Итлетĕп сана, Миша,– терĕ хĕр.

– Тепĕр эрнерен мана çара илсе каяççĕ,– хурлăхлă сасăпа каларĕ каччă.

Марина пуçне пĕкрĕ, ăна куççÿльне вăрттăн пытарас тесе Мишăн хул пуççи çине хучĕ.

– Ан хурлан, икĕ çул вăл нумай мар, эсĕ те халь вĕренме кĕретĕн. Студент пурнăçĕ интереслĕ, эпĕ вара санăн ыйху тутлă та канлĕ пултăр тесе çарта тăрăп,– терĕ Миша.

Çапла çуллахи ăшă кунсем те иртрĕç. Хĕр упраç хăйĕн савнă тусне çара ăсатрĕ. Марина чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн пĕрремĕш курсне вĕренме кĕчĕ. Миша каланă пекех, студент пурнăçĕ питĕ интереслĕ, çĕнĕ çынсем, паллашусем, вĕренÿ... Пĕтĕм çĕнĕлĕх хĕр пуçне çавăрчĕ. Анчах Мишшăна та юратупа тултарнă çырусем çырма манмарĕ Марина. Çапла çулталăк иртрĕ.

Ăшă, лăпкă каç. Маринăн паян çуралнă кун. Хĕр ача вун саккăр тултарчĕ. Вăл юлташĕсемпе пĕрле çывăхри кафене кайрĕ. Унта хĕр хăйне кÿршĕри сĕтел хушшинче ларакан каччă куç хывнине сăнарĕ. Юрă шăранса кайсан вăл Маринăна ташлама чĕнчĕ. Çак утăма кĕтмен хĕр ача аванмарланса кайрĕ, анчах хирĕçлеймерĕ. Ташланă самантра каччă темĕнле ăшă сăмах та каларĕ. Вунă сехет çитсен хĕрсем общежитине пуçтарăнчĕç, кафере пĕрле пулнă каччă вĕсене ăсатма пулчĕ. Çурт умне çитсен Костя Маринăна вĕçертесшĕн пулмарĕ.

– Çулталăкне пĕр хутчен çеç çуралнă кун пулать, эсĕ вара килне васкатăн,– калаçтарчĕ вăл хĕре,– ыран канмалли кун-çке.

Хĕр ача темшĕн текех турткаланмарĕ. Темĕнле ăшă туйăм çуралчĕ унăн чĕринче.

Çĕрĕпе каçхи хула тăрăх ярăнтарчĕ Маринăна Костя. Талăкĕпех ĕçлекен лавккаран кĕл чечек çыххи илсе пачĕ. Хĕвелĕн пĕрремĕш пайăрки çĕр çине ÿкме пуçласассăн çеç студентка общежитине çитрĕ. Чечек çыххине шыва лартсассăн йăл кулăпа çывăрма выртрĕ.

Çак каçранпа Костя тăтăш хĕр патне килме пуçларĕ. Миша патне те çыру текех çырăнмарĕ. Çĕнĕ туйăм авăрне лекрĕ хĕр. Пит çинчи йăл кулла та халĕ урăххи ÿкерет, Миша мар.

Каччă чĕри мĕн тÿснине никам та курмарĕ, туймарĕ. Çапла виçĕ уйăх иртрĕ. Марина çунатланса Костя патне тухрĕ. Каччă паян илемлĕ кăвак кĕпе, хура йĕм, лакпа витнĕ пушмак тăхăннă. Аллинче чечек çыххи. Савăннипе хĕр ачан куçĕ чарăлчĕ.

– Эпĕ сана паян телей хапхине уçса паратăп,– терĕ те Костя хĕр куçĕсене хура пусмапа çыхса машинăна лартрĕ.

Тепĕр çур сехетрен хĕр ача илемлĕ пÿлĕмре пулчĕ. Сĕтел çинче икĕ çурта, курка, хĕрлĕ эрех савăчĕ. Хрусталь савăт çинче тĕрлĕ улма-çырла. Çак каç лайăх иртрĕ. Хĕр ача чĕри юратупа тулчĕ. Халĕ Миша çинчен пĕр шухăш та пулмарĕ.

Пĕр кун, иккĕ, эрне, тепре иртрĕ. Костя çинчен сас-хура та çук. Темĕн те шутларĕ хĕр. Уйăхран-уйăха хăй улшăннине туйрĕ. Чирлеп пуль, тесе шарламарĕ. Пĕр каçхине вара асапланма тытăнсан васкавлă пулăшу чĕнчĕç. Врач каланă сăмахсем: “Сирĕн тепĕр пилĕк уйăхран пĕчĕк пепке пулать” пуçне çурчĕç. Мĕнле капла, мĕн тумалла, килте мĕн каламалла, Миша мĕн тесе шутлать; Вĕри куççÿль те, юлташсем лăплантарни те пулăшмарĕ хĕре. Ашшĕпе амăшне пĕлтерме юрамасть, тени çеç пăраларĕ пуçа.

Вăхăт иртрĕ. Килне кайсассăн та пĕр кунтан ытлашши пурăнмарĕ хĕр, аванах палăракан хырăмне çыхрĕ. Тепĕр хут больницăна кайсассăн ăна тата виçĕ эрнерен ача çураласса систерчĕç. Сивĕ çĕçĕ чĕрене кĕнĕ евĕр туйрĕ Марина. Çак самантра пуçра усал шухăш çуралчĕ. Пепкене ача çуртне хăвармалла! Халех пĕччен ачапа вăл никама та кирлĕ мар. Ача çуралсан малаллахи ĕмĕтсем пурте пĕтеççĕ.

Авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Марина хăйĕн пек илемлĕ хĕр çут тĕнчене парнелерĕ. Хăй, малтанах хут çырнăскер, ăна кураймарĕ те. Пепкене вара ача çуртне ăсатрĕç.

Лайăх вăхăта ĕмĕрлĕхех манас терĕ Марина. Чĕрери пĕтĕм туйăмне сÿнтерчĕ. Вăхăт иртрĕ. Мишăпа пурнăçне çавăрма тăрăшрĕ. Хĕр ача малалла вĕренчĕ, ĕç вырăнĕ тупрĕ. Анчах телейĕ пулмарĕ пурнăçра. Мăшăрпа çичĕ çул пурăнсан та ача çуратаймарĕ. “Турă мана асаплантарать пуль” терĕ вăл тахçанхи йăнăшне аса илсе.

Халĕ ăна Марина Владимировна, тесе чĕнеççĕ. Хăйĕн 45 çулĕнче акушер-гинекологи уйрăмĕн заведующийĕ пулса ĕçлет. Ĕçре ăна хисеплеççĕ, мухтаççĕ. Килĕнче вара тăватă стена çеç кĕтет. Хĕрарăм телейне курмарĕ вăл. Ача-пăча сассине те илтеймерĕ. Халĕ вара – тăр-пĕччен.

– Марина Владимировна, сирĕн пата йышăнăва килнĕ, кĕртме юрать-и;– ыйтрĕ медсестра.

–Юрать, юрать.

Алăк уçăлсан ун патне илемлĕ хĕр кĕрсе тăчĕ. Часах ача çуратмалла унăн. Светлана 25 çулта. Шкулта учитель пулса ĕçлет. Хăй 18 тултаричченех ача çуртĕнче ÿснĕ. Унтан аслă шкула вĕренме кĕнĕ. Ашшĕпе амăшне нихăçан та курман. Халĕ тата ача ашшĕ те çуккине пĕлтерет.

Марина паян каç больницăра дежурствăра. Çур çĕр иртсен Светлана çуратма пуçларĕ. Вăрах асапланчĕ. Пепки çут тĕнчене килсен, амăшĕн чĕри тапма чарăнчĕ. Çав вăхăтра Марина хĕрарăм çинчи кĕпене сирсе чĕрине массаж тума пикенчĕ. Шалт хытрĕ. Светланăн сулахай кăкăрĕ айĕнче чĕре евĕрлĕ пысăк тур палли пур. Маринăн та çавнашкалах. Тискер шухăш пуçне килчĕ. Нивушлĕ Светлана унăн хĕрĕ; Хĕр каласа панă сăмахсене йăлтах аса илчĕ. Светлана çуралнă кун Марина ача çуратнипе пĕр килет. Хĕрарăм сивĕ тара ÿкрĕ.

Тухтăрсем икĕ сехет Светăн пурнăçне çăлма тăрăшрĕç. Анчах та ун пурнăçĕ татăлчĕ. Марина Владимировна Света çинчен пĕтĕм хутсене пуçтарса тĕпчерĕ. Çĕрĕпе куç хупмарĕ. Чăнахах та Светлана – Маринăпа Костьăн хĕрĕ. Халĕ врач анне туйăмĕсене туймасăрах кукамай пулса юлчĕ. Тăван пепкине пытарма хĕрарăм хăйех хатĕрлерĕ. Темиçе сехет хушшинче илемлĕ те яштака тухтăр курпунлă та хуйхăпа хуралнă хĕрарăм пулса тăчĕ. Темиçе минут хушши çеç вăл тăван пепкине алăран тытайрĕ. Халĕ ăна пытарма масар çине утать. Çамрăк чухне тунă йăнăшшăн хăйне нихăçан та каçараймĕ. Светăн тупăкне çĕрпе хупласан, Марина тискеррĕн кăшкăрса ячĕ, çĕр çине сĕртĕнсе анчĕ. Урисем текех ăна итлемерĕç. Вĕри куççÿль çеç тумларĕ. 25 çул каялла йăнăш утăм туман пулсассăн халĕ куççÿль тăкмасчĕ вăл.

Марина хĕрне пытарнăранпа çулталăк иртрĕ. Унăн пепкипе юлчĕ вăл. Тăван амăшне те чăн тĕрĕссине каласа пачĕ, хусах çÿрекен Мишшăна та пĕлтерчĕ. Вăхăтра систермелле пулнă-çке. Мишăпа Марина халĕ Светăн ачине пĕрле ÿстереççĕ. Анчах нихăçан та каçармĕ Марина хăйне çамрăкла йăнăш тунине. Вăхăт темĕнле сурана та тÿрлетет, теççĕ. Маринăн та çапла пуласса шанасчĕ. Унăн аллинче пĕчĕк пурнăç, ăна çул çине кăлармалла, ăс-тăн пуçтарма пулăшмалла.

Э. ТРОШКИНА.

Турхан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика