28 ноября 2012 г.
Вăраха тăсăлнă кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн тин “Первомайск” хуçалăхра тăрăшакансем çăмăллăн сывласа ячĕç. Кăçал Арапуçсемшĕн çул çăмăлах пулмарĕ. Усă куракан лаптăксем çуркунне пĕр пек типменрен ака кал-кал пыманни чылайăшне пăшăрхантарчĕ. Акмасăр-лартмасăр хăварман-ха, анчах тракторсене пĕр вĕçĕм унта-кунта куçарса çÿресси ача вăййи мар-çке.
Ял хуçалăх предприятин 1173 гектар çĕр. Нумай çул ÿсекен курăксем сухаланакан лаптăкăн 30 процентне йышăнаççĕ. Пусă çаврăнăшне тĕпе хурса тăрăшнăранах тухăç та начар мар илеççĕ. Кăçал та, акă, сĕлĕ пĕр гектартан 27 центнер, ыраш 30а яхăн, çĕр улми 180 центнер тухнă.
– Удобренисем халь йÿнĕ мар, çавăнпах технологине çирĕп пăхăнма тивет. Çулленех нумай çул ÿсекен курăксене çĕнететпĕр, кивелнисене пăсатпăр. Ку çулта та 150 гектар сухаларăмăр. Унта тулă акма палăртнă. Кайран – тата ыттисене, – пĕлтерет хуçалăхăн тĕп агрономĕ Иван Александрович Киргизов. Çак ти-вĕçре вăл 30 çула яхăн тимлет, çавна май опычĕ пысăк. Кашни хире алăри пилĕк пÿрне пекех пĕлет. Виçĕ теçетке çул хушшинче пурне те урлăш та, тăршшĕ те утса тухнă.
Юлашки вăхăтра хуçалăхсем пăрçа акмаççĕ. Первомайскисем вара ăна çулленех çитĕнтереççĕ. Вăрлăха кондицие лартнă хыççăн сертификаци тусах сутаççĕ. Çак шая çитерес тесен, хурт ересрен наркăмăша лайăх сапмалла, вăхăтра пуçтарса кĕртмелле. Çавăн пекех вăрлăх тухăç никĕсĕ иккенне хăйсем те яланах асра тытаççĕ. Кăçал çеç “Малалла” ял хуçалăх эртелĕнчен суперэлита, элита урпа туяннă. Ку хуçалăхра тепĕр ырă йăла та пур: кунта вырма пуçлансанах вăрлăх хатĕрлеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ типĕ килнĕ çул хыççăнхи çуркунне вĕсенчен юттисем те килсе илнĕ. Çанталăк сивĕтиччен çитес яваплă тапхăра валли тыр-пула сортласа кондицие лартсах хураççĕ.
Çуркунне кĕрхисем лайăх шăтса тухайманран кунта та тухăç пысăк пулман. Çулпа çул пĕр пек килмест. Çакна шута илсе Первомайскисем пĕрчĕл-лĕ культурăсене никĕсе хывса хăварнă. Вĕсем пĕр тикĕс шăтса тухнă. Лайăх хĕл каçсан пучахсем тулли пулмалла. Хирсене те сухаланă.
– Шурлăхлăрах вырăнсене те тракторпа кĕме май тупрăмăр. Сухаланă чухне хам та механизаторсемпе пĕрле виçшер сехет ларса çÿреттĕм. Тăпрана мĕн тарăнăш кăпкалатнине ятарлă хатĕрпе виçсех тăратăп. Çиелтен çеç ĕçлесен çĕртен кулнă пек туйăнать. Çуркунне те, кĕркунне те уйран тракторсемпе комбайнсем таврăнмасăр киле кайса курман, – тет Иван Александрович.
Ялан тар тăкнипе çеç мар, канма та пĕлмелле. “Первомайск” хуçалăхра тăрăшакансем çулленех Шупашкара концерт курма каяççĕ. Çул тăкакĕсене кооператив саплаштарать.
О. ПАВЛОВА.