28 ноября 2012 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Мускавра РФ регионсен аталанăвĕн министрĕн çумĕпе – Владимир Коганпа курнăçнă. Тĕл пулура республикăпа арендăна памалли çурт-йĕр тата экономкласс шутланакан, çав шутра сахал хутлă пурăнмалли çурт-йĕр строительствин механизмĕсене сăнаса пăхмалли пилот регион вырăнне усă курас ыйтăва пăхса тухнă.
Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх – Чăваш Ен юлашки вунă çул хушшинче çурт-йĕр строительстви енĕпе çине тăрса ĕçлет. Çулталăкра республикăра пурăнакан кашни çын пуçне пурăнмалли 0,7 тăваткал метра яхăн çурт-йĕр хута яраççĕ, çакă федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче чи лайăх кăтарту.
2008 çултанпа вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче черетре тăракансене тата граждансен уйрăм категорийĕсене коммерци мелĕпе тара памашкăн Чăваш Республикин патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фондне йĕркелемелли программи пурнăçланать. Çавна май пурăнмалли условисене лайăхлатмалли, анчах çурт-йĕр туянайман граждансен вăрахлăха хваттер тара илсе çивĕч ыйтăва татса памалли майсем пур. Аренда тÿлевĕ пысăк мар – рынокра çирĕплетнинчен 3 хут пĕчĕкрех.
Фонд объекчĕсен строительстви валли республика бюджечĕн укçине уйăрнă, кредит организацийĕсен укçине явăçтарнă. Калăпăр, ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Перекет банкĕ çак фонда йĕркелеме килĕшÿ тунă – укçа виçи 3 млрд тенкĕ ытла.
Паянхи кун тĕлне Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ 86,1 пин тăваткал метр (1830 хваттер) çурт-йĕр тунă, çав шутра Çĕнĕ Шупашкарта – 197, Шупашкарта – 1633 хваттер. Çак çурт-йĕре тара илекенсен виçĕ пайĕнчен иккĕшĕ – бюджет сферин ĕçченĕсем, 10 процента яхăн – çамрăк çемьесем. Çав вăхăтрах Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта черетре тăракан 11 пин çемье патшалăх фончĕн хваттерĕсене коммерци мелĕпе тара илес кăмăлли çинчен пĕлтернĕ. Вĕсем панă заявленисен шучĕ тивĕçтерме май пур хваттерсен шутĕнчен темиçе хут пысăкрах.
Н. АЛЕКСЕЕВ.