28 ноября 2012 г.
Кашнийĕншĕн чи çывăх çын вăл. Анне. Савăнăçа та, хуйха-суйха та унпа пайлатăн. Кирек хăш чĕлхере те çепĕççĕн янăрать. Шăпах çак енсене кăтартас терĕç Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем концертра. Л. Кошкина аслă вожатăй тата С. Сурков музыка ертÿçи тăрăшнипе вĕсем сăвăсем вуларĕç, юрларĕç, ташларĕç. Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И. Яковлев калавĕсемпе лартнă сценкăсем те килĕшÿллĕ тухрĕç. Ачисен, мăнукĕсен пултарулăхĕпе аслисем те кăмăллă юлчĕç.
М. ЯРУСОВА.
Аннесен уявне Ыхра Çырминчи вăтам шкула педагогика ĕçĕн ветеранĕсене чĕнчĕç. Çак ятпа вĕрентÿ учрежденийĕн тата тĕслĕхлĕ библиотекăн ĕçченĕсем Г. Бурчаклыпа Г. Айбетова кĕнеке выставки йĕркелерĕç. 4 класра вĕренекенсем концерт лартса пачĕç. 7 класри Д. Хайретдиновапа А. Айбетов хăйсем çырнă сăввисене вулани те кăмăла кайрĕ. Ачасем тивĕçлĕ канăва кайнă учительсем çинчен халиччен пĕлменнине нумай пĕлчĕç.
Ю. КУЛАКОВА.
Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта аннесене халалланă уяв умĕн открыткăсен конкурсĕ иртрĕ. Унта С. Лаврентьев пĕрремĕш, М. Осипова иккĕмĕш, Д. Фроловапа К. Исаева виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.
“Манăн аннеçĕм пĕртен пĕрре” презентацисен конкурсне те ачасем йышлăн хутшăнчĕç.
А. ИВАНОВА.