АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАЛĂХĂН ПЫСĂК ПУЯНЛĂХĕ

28 ноября 2012 г.

Ашмарин хатĕрленĕ словарь чăваш тĕнчишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна кун çути кăтартма авторăн сахал мар вăй хума тивнĕ. Çак ĕçĕн уйрăмлăхĕсем пирки пĕлесшĕн.

(Çыруран).

СССР НА член-кореспонденчĕ Н. Ашмарин профессор хатĕрленĕ 17 томлă словаре материалсен пуянлăхĕпе В. Дальăн вырăс чĕлхи, Э. Пекарскин якут чĕлхи словарĕсемпе пĕр рете тăратма пулать.

Словаре кун çути кăтартиччен Ашмаринăн нумай ĕçлеме тивнĕ. Вăл чăваш сăмахĕсене çеç мар, чăваш халăхĕн культурине, йăли-йĕркине, тавра курăмне, ĕненĕвне, сăмах вĕççĕн çÿрекен пултарулăхне кăтартма тĕллев лартнă. Çакă ăсчах материал пухма хатĕрленĕ программăра аван туйăнать. И.Я. Яковлев тата Чĕмпĕр чăваш шкулĕн вĕренекенĕсем, интеллигенци тата чиркÿ çыннисем пулăшнипе Ашмарин чăваш халăхĕ пурăнакан тĕрлĕ регионта пуян материал пухнă. Словарĕн икĕ кăларăмне 1917 çулхи революциччен кун çути кăтартнă. Çĕнетсе улăштарнă малтанхи икĕ том 1928 тата 1929 çулсенче Хусанта пичетленнĕ. Ыттисем Шупашкарта тухнă. Автор хăй 5 том хатĕрлесе хăварма ĕлкĕрнĕ. Унпа пĕр шухăшлă çынсем тата вĕренекенĕсем ăсчах пуçарнă ĕçе вĕçне çитернĕ. Словарĕн юлашки томĕ 1950 çулта кун çути курнă.

Ашмарин словарне “Thesaurus” (Мул пухмачĕ) ят панă. Автор ăна çирĕп правилăсене пăхăнса хатĕрлемен. Çакна словаре архаизмсене, пĕр сăмахăн темиçе вариантне, евĕрлев, стилистика тĕлĕшĕнчен пĕ-чĕклетнĕ сăмахсене; ятсене, хушма ятсене; тулли сăмахсене, вĕсен пайĕсене; сăмах майлашăвĕсене кĕртни çирĕплетет. Автор сăмахпа палăртнă япаласемпе пулăмсем çинчен май килнĕ таран ытларах информаци пама тăрăшнă. Словарьте – 55 пин ытла статья. Унта кĕнĕ материалсен тытăмне çавăн евĕр хисепсемпе палăртма пулать: уйрăм сăмахсемпе вĕсен пайĕсем çинчен 42,7 пин статья, ятсем – 9,1 пин. Япала ячĕсем (14,2 пин) тата глаголсем (7,4 пин) ытларах. Евĕрлев (2 пин) тата паллă мар (1,9 пин) сăмах нумай. Сăмах пĕлтерĕшне тата мĕнле усă курнине уçса пама калаçу тĕслĕхĕсене, цитатăсене çеç мар, халăх юррисенчи сыпăксене, ваттисен сăмахĕсене, каларăшĕсене, сăнаса пынисене илсе кăтартнă.

Н.И. Ашмарин сăмахĕсен фонетика уйрăмлăхĕсене туллин кăтарнă. Çавна май вăл транскрипцин тĕлĕнмелле тытăмне туса хатĕрленĕ. Словарьти статьясене хăнăхнă алфавит йĕркипе вырнаçтарман. Сасă янăравлăхĕ пĕчĕкленсе пынă май вырăн панă: малта уçă сасăран, унтан – янравлă хупă сасăран, кайран ытти хупă сасăран пуçланакан сăмахсем тăраççĕ. Алфавит принципĕпе çеç мар, “йăва” (пĕр тымартан пулнă сăмахсене пĕр ушкăна пухнă) тата тытăм принципĕсене (епле пулса кайнине кура пĕр-пĕринпе çыхăннă сăмахсем тата сăмах майлашăвĕсем) тĕпе хунă. Словарĕн малтанхи кăларăмĕсенче куçарупа анлăн усă курнă, сăмахсене вырăсла тата латинла ăнлантарнă; ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ. Юлашки кăларăмсенче тĕслĕхсене çирĕплетме çеç куçарупа усă курнă.

Словарь материалне 1917 çулччен пухнă. Чăваш литература чĕлхи каярахпа йышăннă лексика тата терминологи унта палăрсах каймасть. Юлашки кăларăмсене Совет самани тапхăрĕнчи идеологипе килĕшсе тăман сăмахсене кĕртмен. Тĕнпе тата авалхи йăла-йĕркепе çыхăннă лексика тата фразеологи вуçех çук.

Ашмаринăн “Чăваш сăмахĕсен кĕнеки” чăваш лексикографин аталанăвне çеç мар, Чăваш Ен ăслăлăхĕн, культурин çутлăхĕн аталанăвне пысăк тÿпе хывнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика