АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХУСАНТА МĕН ПУЛСА ИРТЕТ;

28 ноября 2012 г.

Тутарстан тĕп хулинчи Химиксен урамĕнчи 25-мĕш çуртра йăва çавăрнă террористсене тĕп тунине пĕлетĕр пулĕ. Ятарлă операцие сăнанă Ренат Шарипов çапла аса илет: “Çав кун эпĕ аннепе пĕрле хамăр хваттертеччĕ. Чÿрече патне пытăм та аялта пушар машинине асăрхарăм. Тивĕçлĕ службăсем вĕренÿ ирттереççĕ пулĕ тесе шутларăм. Ара, пирĕн çуртра террористсене хирĕçле операци йĕркелени çинчен никама та пĕлтермен. Унтан граната çурăлнине илтрĕмĕр. Хăрушă...”

Операци вăхăтĕнче спецназ сотрудникĕ вилнĕ пирки халĕ те уçăмлăх çук. Офицер террористпа куçа-куçăн тĕл пулнă пулас. Кун пек чухне сывă юласси иккĕленÿллĕ.

Юлашки икĕ çулта спецназ темиçе операци ирттернĕ. 2010 çулта Нурлат районĕнчи ялти çуртра пытанса пурăннă виçĕ экстремист шăпине татса панă. Çуртра хĕç-пăшал склачĕ тупнă. Вĕлернисем террористсен “Хисбут-Тахрир” организацийĕнче тăнă. Каярахпа çав тытăма кĕнĕ тепĕр 20 ваххабита тĕрмене ăсатнă.

Çавăн хыççăн лару-тăру кăштах лăпланнă темелле. Анчах экстремистсем каллех пуçĕсене çĕкленĕ. Хĕлле Мемлель ялĕнче 38 çулти Рустам Юсупов килне штурмлама тивнĕ. Вăл хăй тĕллĕн бомбăсем ăсталанă, террорла ĕçсем хатĕрленĕ.

Ислам тĕнĕн ертÿçисем пĕр-пĕринпе хирĕçни те обществăра тĕрлĕ шухăш çуратать. Тутарстан муфтийĕ Илдус хазрат Файзов пĕр мечĕт имамне ĕçрен пăрасшăн пулнă. Анчах ĕç ăнман ун, мĕншĕн тесен Юнусов имама хÿтĕлекен радикалсем тупăннă, вĕсем Хусанти тĕп мечĕт умĕнче акци ирттернĕ. В иçĕ уйăхран, Ураза-байрам уявĕ умĕн, тĕн ертÿçисене тапăннă, муфтий йывăр аманнă, ун çумĕ Валиулла хазрат вилмеллех сусăрланнă.

Зеленодольск районĕнче тепĕр ЧП. Республика кунне паллă тăвас умĕн бомба тиенĕ машина хăй сирпĕннĕ.

Химиксен урамĕ промышленность районне кĕрет, кунта предприяти чылай. Вĕсемпе юнашарах – 5 хутлă кивĕ çуртсем, вĕсенче рабочи çемйисем хваттерсем илнĕ. Совет саманинче пурнăç чиперех шунă. Союз арканнă хыççăн микрорайона япăхтарса янă, власть тĕрлĕ вăрă-хурах ушкăнĕсен аллине куçнă. Халĕ ку микрорайон Хусанти чи криминаллă тăрăхсен шутĕнче. Центрта хваттерсем хаклă пулнипе Вăтам Ази тата Кавказ çыннисем ытларахăшĕ çакăнта тĕпленнĕ.

Шутлăр-ха, участокри милиционер та Азербайджанран килнĕскер. Вырăнти халăх ăна йĕркеллĕ пĕлмест те. Террористсем хваттере кĕнĕ çурт шăпах ун участокне кĕрет. Маларах хваттерте Кавказ çыннисем пурăннă терĕç. Террористсене тĕп тăвас умĕн вĕсем таçта тухса шăвăннă.

Тепĕр саманта асăнмаллах. Çÿлерех Юсупов ваххабита вĕлернĕ терĕмĕр. Шăп та лăп çак çуртра, çак подъездра пурăннă вăл. Ăна леш тĕнчене ăсатнă хыççăн право йĕркине сыхлакан органсем кунти çынсене тĕрĕслессине кирлĕ пек йĕркелемен. Тĕрĕссипе, подъ-ездри лампочкăсене улăштарнисĕр пуçне урăх нимĕн те туман. Камсем, ăçтан куçса килнине тĕпчесе пĕлнĕ пулсан экстремистсем ытлашши иртĕхмĕччĕç. Вĕсем пирки кÿршĕсем те ыйтса чăрманман. Хваттере арендăна илнисем пĕрмай улшăнса тăнипе ютсен пурнăçĕпе халăх вуçех кăсăкланмасть пулас.

Пĕтĕм тĕнчери халифат идейисене халăх хушшинче саракансем паян çамрăксемпе анлă ĕçлеççĕ – уççăн та, вăрттăн та.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика