01 декабря 2012 г.
Ноябрĕн 29-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ХV ларăвĕ иртнĕ. Унта малашлăхпа çыхăннă анлă ыйтусене сÿтсе явнă. Лару ĕçне район пуçлăхĕ – депутатсен Пухăвĕн председателĕ Михаил Петров, район админстрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Никифоров, районти ял поселени пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕн, предприяти, организаци, учреждени ертÿçисем хутшăннă.
Халăх шаннă çынсем чăн малтанах районăн 2013 çул валли тата 2015 çулчченхи социаллă аталану тата экономика прогнозĕн тĕп кăтартăвĕсем, 2013 çулта районăн муниципалитет пурлăхне приватизацилемелли прогнозлă программа, районăн муниципаллă харпăрлăхĕ шутланакан çĕр участокĕсене аредăна памалли йĕрке, аренда тÿлевĕ , унăн йĕрки тата ытти ыйтусене те пăхса тухнă. Çавăн пекех депутатсем маларахри çулсенчи депутатсен Пухăвĕн хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнĕ.
Депутатсен корпусĕ районăн муниципалитет харпăрлăхĕ шутланакан пурлăха республикăри патшалăх пурлăхĕ, муниципалитет район пурлăхĕнчен Первомайски ял поселенийĕн харпăрлăхĕ çине тавăрса памалла мар куçарас ыйтусемпе кăларнă йышăнусене пĕр саслă пулса ырланă. Ларурах хальхи вăхăтра Тутар Сăкăтĕнче тума пикеннĕ 200 ача вырăнлăх шкул тата Патăрьелĕнчи Бизнес-инкубатор строительство оъекчĕсенче ĕçсем мĕнле пынине тĕрĕслесе тăмалли тивĕç пирки те татăклă йышăну кăларнă.
Ларура ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.
Хамăр корр.