01 декабря 2012 г.
М. Д. Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм Тĕнчери ХХII опера фестивалĕн программипе килĕшÿллĕн, ноябрĕн 28-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕн сцени çинче район историйĕнче куракансем пĕр-ремĕш хут оперăн асамлă тĕнчине кĕрсе курчĕç. Кунта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн артисчĕсем симфони оркестрĕпе гала-концерт кăтартрĕç, зал тулли халăха классика кĕвви-çеммипе савăнтарчĕç.
Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх артисчĕсем Валентина Смирнова, Мария Еланова, Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ артисчĕсем Маргарита Финогенова, Светлана Ефремова, Сергей Алексеев, Пĕтĕм Тĕнчери конкурс лауреачĕсем Татьяна Прытченкова, Сергей Кузнецов, Константин Москалев, Иван Снигирев, Елена Соколова, республикăри оперăпа театр артисчĕсем Василий Николаев, Константин Ефремов, Ольга Вильдяева, Надежда Степанова тĕнчипе паллă композиторсен, çав шутра Ж. Бизе, Дж. Верди, П. Масканьи, А. Чилеа, Г.Донецетти тата паллă чăваш композиторĕ Г. Хирбю произведенийĕсене чуна тыткăнламалла юрласа пачĕç. Симфони оркестрĕн дирижерĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ искусство ĕçченĕ Ольга Нестерова пулчĕ.
Пысăк шайри гала-концерт районшăн аслă пĕлтерĕшлĕ культура событийĕ евĕр çырăнса юлчĕ.
Ăш пиллĕ тĕл пулу хăнасене те килĕшрĕ. Çавна май Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн директорĕ Вячеслав Фошин Патăрьелсене тараватлăхшăн чун-чĕререн тав турĕ. Район пуçлăхĕ Николай Глухов вара классика ăстисене малашнехи творчествăра ăнăçу сун-чĕ.
2-мĕш страницăра – фестиваль çинчен анлăрах çырнă материал.
(Хамăр корр).