01 декабря 2012 г.
М.Д. Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ 22-мĕш хут пуçтарчĕ классика кĕвĕ-çемĕ тĕнчине юратакансене Шупашкарта.
Унăн пĕрремĕш кунĕ, Дж. Вердин “Аида” оперин премьерипе уçăлнăскер, хавхаланупа çĕкленÿ кÿчĕ.
Куравçăсем П. Чайковскин “Пиковая дама” оперине чăтăмсăррăн кĕтнине ăнланмалла. Çав каç Графиня партине хамăрăн Валентина Двойнова юрларĕ, Герман партине – Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕ Анатолий Зайченко (Пысăк театр, Мускав), Лиза партине – Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ (Екатерина Шиманович (Мариинка театрĕ, Питĕр)...
Гала-концерт – фестивалĕн йăлана кĕнĕ ырă пулăмĕ. Çак каç ун умĕнхи спектакльсене хутшăннă юрăçсемпе тепĕр хут тĕл пулма май пур. Хальхинче гала-концерта ятарласа килнĕ хăна та пулчĕ. Вăл – ентешĕмĕрĕн, СССР халăх артисчĕн Максим Михайловăн мăнукĕ, Чăваш халăх артисчĕ Максим Михайлов. Вăл асăннă фестиваль йĕркелÿçисенчен пĕри. Малтанхи тапхăрта темиçе те хутшăннă фестивале. Юлашки 8-10 çул унăн сасси илтĕнмерĕ. Акă тинех таврăнчĕ. “Гамлет” оперăри (А. Тома) Клавдий, “Дон Карлос” (Дж. Верди) Филипп, “Евгений Онегин” оперăри (П. Чайковский) Гремин арийĕсене юрланă май чун-чĕрине, шалти туйăмĕсене уçса пачĕ. Çакăн пек чухне çеç юрăç куравçă, итлевçĕ чунне çул хывма май тупать. Максим ку енĕпе маттур пулчĕ. Тата ăçта, хăш çĕр-шывра ăна çакăн пек тăвăллăн алă çупса, “Маттур!” тесе хавхалантарса йышăннă-ши; Эпир ăна çитес фестивальте те курас ĕмĕтпе пурăнатпăр. Мĕншĕн тесен 2013 çулхи çурла уйăхĕнче унăн аслашшĕ Максим Дормидонтович Михайлов çуралнăранпа 120 çул çитет.
Гала-концерта çавăн пекех Анатолий Зайченко, Екатерина Шиманович, Елена Околышева, Владислав Калашников хутшăнчĕç, хамăрăннисенчен – Маргарита Финогентова, Валентина Смирнова, Мария Еланова, Иван Снигирев, Константин Москалев, Андрей Николаев...
Н. СМИРНОВА.