АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре – матур, юрă-ташăра – сатур

01 декабря 2012 г.

Аслă Арапуçĕнчи “Первомайск” ял хуçалăх предприятинче уй-хир бригадирĕнче ĕçлекен Александр Николаевич Иванов çулне кура мар правур. Пĕрре курсанах “вут та пăрăç”, тесе хаклатăн. Утмăл саккăрта пырать пулсан та ларма-тăма пĕл-мест вăл. Ăна тĕп агрономăн сылтăм алли тесен те юрать. Аякри хире каймалла чухне те машина кĕтсе тăмасть, юланутпа çÿрет. Ку кăна-и-ха, урхамахпа ăмăртусене те хутшăнать, парнесемпе таврăнать. Хуçалăхра вăй хума пуçласан пĕр вăхăт лаша пăхнă çĕрте те тимленĕ иккен.

– Эпĕ килте ним тумасăр, кĕрĕк арки çеç йăваласа ларма хăнăхман. Ирхине килте выльăх-чĕрлĕхе пăхатăп та тÿрех правление васкатăп. Кунта килсен Иван Александрович Киргизов тĕп агрономпа паян мĕн тумаллисене сÿтсе яватпăр, – тет А. Иванов хăйĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май.

Вăрçă умĕн, вăхăтĕнче е хыççăн çуралнă ачасене пурнăç кĕленче сăпкара сиктермен. Йĕрсен те ачашласа ларакан пулман. Ĕç ун чухне пуриншĕн те малти вырăнта тăнă. Пуртă аври çÿллĕш ÿснĕ арçын ача килте те, хирте те аслисемпе пĕрле тăрăшнă. Куршанак ытла та ир çыпçăннă. Пулăшма çÿренĕ вăхăтрах Александр Николаевич тантăшĕсемпе ăмăртмалла лаша кÿлме вĕреннĕ, юланутпа тусан кăларса вĕçтерме хăнăхнă. Урхамахсем вăл вăхăтра та хальхи пекех ют çĕр-шывра кăларнă чаплă машинăран хаклăрах пулнă. Çавăнпа вĕсене хаклă пурлăх вырăнĕнче тытнă, йывăр ĕçре хуçăласран сыхланă. А. Иванов чĕринче паян та çак туйăм сÿнмен. Александр Николаевича çитĕнекен ăру чĕлхесĕр янаварсемпе кăсăкланманни пăшăрхантарать. Хăй вăл халь те вĕсенчен уйрăлаймасть: районти акатуйри, кÿр-шĕллĕ Шăмăршă, Елчĕк, Йĕпреç тăрăхĕсенчи ипподромсене çитет.

А. Иванова пÿлĕхçĕ шухăш енчен те кÿрентермен. Çитмĕле утнине пăхмасăр вăл ташлассипе тепĕр çамрăкран та ирттерет. Тин çеç ялти пултарулăх коллективĕпе пĕрле Воронежа кайса килнĕ. Алесандр Николаевич çăмăллăн тăпăртатса тăнине унти халăхсем те ăмсанса пăхнă, теççĕ.

– Мăшăрăма ташланине пулах килĕштертĕм çав, – тет пурнăç çулĕпе пĕрле утакан Дуся Андреевна та. Иккĕшĕ пĕрле вĕсем икĕ хĕр пăхса ÿстернĕ, çунат парса килтен вĕçтернĕ.

Бригадир спортпа та питĕ туслă. Районта иртекен ăмăртусене çуллен килет, республика шайĕнчисене те хутшăнать. Кăçал та вăл район администраци пуçлăхĕн тата районта тухса тăракан “Авангард” хаçат парнисемшĕн ирттернĕ чупуран юлман. Сĕнтĕрвăрринче вара А. Г. Николаев ячĕпе йĕр-келенĕ кросра малти вырăнсенчен пĕрне йышăннă.

Сывлăхне Александр Николаевич ачаранах пиçĕхтернĕ. Çавăнпах ăна тăван çĕр-шыва сыхлама кайма вăхăт çитсен десантник пулма суйласа илнĕ. Çар пурнăçĕ унăн Рязань хулинче иртнĕ. Сăмах май, Первомайски хастарĕ 1965 çулхи ноябрьте Мускавра иртнĕ çар парадне хутшăнма та тивĕçнĕ. Çак пысăк чыс кашни салтаках лекмест. Халь те А. Иванов эрех-сăрапа иртĕхмест, чĕлĕм мăкăрлантармасть.

– Кукаçи енчи тăвансем пирĕн пурте нумай çул пурăнаççĕ. Аннем 90 çултан иртсен вилчĕ. Турă мана вăрăм кун-çул пиллессе шанатăп, – тет кăшт куларах Александр Николаевич.

Çапла пултăрах.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика