АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăт мари-и чан çапма;

01 декабря 2012 г.

Пирус туртнине пула Раççейре çулсерен 300-400 пин çын таран вилет. Çакă пĕрер хула карттă çинчен çухалнипе танлашать. Пирус туртма ачаранах хăнăхакансем пур. Шăпах çакă тарăн шухăша ямалла та ĕнтĕ пире. Туртакан çынсем онкологи чирĕсемпе ытларах чирлеççĕ. Пирус тĕтĕмĕнче 700 ытла хими япали тупса палăртнă. Вĕсенчен 250-шĕ – сывлăхшăн сиенлисем. 70-шĕ вара рак чирне пуçарса яма пултараççĕ. Çаксем çинчен тĕплĕнрех чарăнса тăрас тĕллевпе пуçтарчĕç те ĕнтĕ Шупашкара район тата республика хаçачĕсен тĕп редакторĕсене, журналисчĕсене семинара. Ăна республикăри информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствипе “Чувашия” фонд йĕркеленĕ.

Семинарăн пленарлă пайне министр çумĕ Л. Шемарина ертсе пычĕ. Вăл малашлăхри тĕп çул-йĕрсемпе тĕллевсене палăртрĕ. Журналистсемпе ирттернĕ секци ĕçне вара “Чувашия” фонд президенчĕ, пирус туртнине хирĕç кĕрешекен координаци канашĕн председателĕн çумĕ М. Федоров йĕркелесе пычĕ. Республикăн тĕп наркологĕ И. Булыгина инфекциллĕ мар чир аталанăвĕ тата унăн профилактики çинче чарăнса тăчĕ, çыннăн пуянлăхĕ сывлăхра пулнине çирĕплетрĕ, çитĕнекен ăрупа ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсен пирус туртассине сивлемеллине асăнчĕ. Çак тĕтĕме сывланăранах юлашки çулсенче çие юлнă хĕрарăмсем вăхăтсăр ача çуратаççĕ. Никотин тумламĕ лашана та вĕлерет теççĕ. Çамрăксен ăс-тăнне те хавшататех вăл. Ахальтен мар хăй çине хăй алă хуракансем те тĕл пулаççĕ. Аллергиллĕ ачасем çуралнин сăлтавне те çакăнпах çыхăнтарма тăрăшрĕ тĕп нарколог. Ытти тухса калакансем те çак сиенлĕ йăлана сивлемеллине палăртрĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика