01 декабря 2012 г.
“Финмаркет” агенствăн эксперчĕсем Раççей регионĕсенчи экономика лару-тăрăвне тишкернĕ. Вĕсенчи финанс кризисĕн парăмĕсем Греципе Португалири пекех: чылай вăхăт ыттисен шучĕпе тăранса пурăннă, кивçене ниепле те парса татаймаççĕ.
Раççей чиперех аталанать темелле. Тĕнче рынокĕнче нефтьшĕн 100 доллар тÿлеççĕ, юлашки икĕ-виçĕ çулта çак хак улшăнманпа пĕрех. Хыснана хушма укçа кĕрет.
Анчах çакăн тÿнтер енĕ те пур-мĕн. Хăш-пĕр регион кăтартăвĕсем питĕ начар. Экспертсем вырăнти промышленноçпа уйрăм çын компанийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе интересленнĕ, регионсен хыснине тишкернĕ.
Паллă ĕнтĕ, крайсемпе облаçсен, республикăсен 80 проценчĕ Центртан дотаци илет. Çав вăхăтрах хăш-пĕр субъекта ку укçа та çитми пулнă. Такам ĕнси çинче ларма меллĕрех ĕнтĕ. Экспертсен шучĕпе, çакнашкал 11 субъект – “пĕчĕк Испанипе Греци”.
Калăпăр, Чукоткăра бюждет дефицичĕ 47 процентпа танлашнă. Тăкаксем тупăшран икĕ хут пысăкрах! Чечняра промышленность производствин калăпăшĕ 17 процент чакнă. Ненец автономи округĕнчи предприятисем продукци калăпăшне 11,3 млрд тенкĕлĕх чакарнă.
– Раççери нумай регион бюджечĕн тытăмĕ федераци центрĕ паракан трансфертсенчен йĕркеленипе çапла пулса тухать, – тет бюждет хутшăнăвĕсене тĕпчекен Центр ертÿçи Владимир Шишов. – Пирĕн патра Европа “чирĕ” алхасмĕ-ха. Ыйтсан-ыйтсан Мускав укçа уйăратех, регионсене ÿкме памĕ. Субъектсем Греци евĕр çав тери пысăк парăма кĕрсе ÿкмен. Ингушетипе Чечня тата Тува республикисем ĕлĕкренпех Мускава шаннă. Ку тăрăхри экономикăна инвестици хывакан çукпа пĕрех.
Экономика хавшанă регионсен шутне çаксене кĕртмелле:
– Дагестан
– Тува
– Ингушети
– Байкал тăрăхĕнчи край
– Çурçĕр Осети
– Кемĕр облаçĕ
– Чечня
– Еврей автономи облаçĕ
– Волгороад облаçĕ
– Чукотка автономи округĕ
– Мурманск облаçĕ.