01 декабря 2012 г.
Çакнашкал пушă вăхăт тахçантанпах пулманччĕ-ха Пăлапуç Пашьелĕнчи С. Егоровăн. Çуркунне тухса каять те вăл “Булинская” хуçалăхăн вĕлле хурчĕсемпе çывăхри вăрмана, хура кĕркунне çеç таврăнать. Ир те, каç та, çĕрле те унта. Апата çеç килкелесе каять. Халĕ хурт çемйисене омшанника вырнаçтарнă. Кăштах канса илмелĕх вăхăт пур. Арçын алли килте те кирлĕ-çке. Акă, ĕне валли çăнăх пĕтнĕ – авăртмалла. Çак шухăшпа Семен Васильевич кĕлете тухрĕ.
Хăрах аллине станокпа чавсаран аяларах таттарни виççĕмĕш теçетке çула кайрĕ. Хăнăхрĕ инкеке çак хушăра ватă. Витре йăтса илесси те, тислĕк кĕреçине тытасси те йывăрлăх кÿмест тейĕн. Суран çинчен шухăшне яланах ĕçпе йăпанса сирет. Пурнăçра нăйкăшса пурăнма хăнăхман вăл. Ашшĕнчен Семен Васильевич ир тăлăха юлнă. Ăна астусах та каймасть. Амăшĕ каласа панисем çеç хăлхара янăраççĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи ытла та мăшкăл кăтартрĕ мар-и Егоровсене – аттесĕр хăварчĕ. Вăрçăра ашшĕпе пĕр тăван икĕ пиччĕшĕ те вилчĕç. Юрать-ха аслашшĕпе асламăшĕ пурччĕ Егоровсен.
– Ĕçе ачаранах хăнăхнă эпĕ. Аннепе пĕрле кантăр вырма та, тылласа сÿс тума та кайнă. 15ре чухнех алă вăйĕпе пÿрт пĕрени çуракан пăчка туртнă. Вăкăр хÿрине те нумай пăрнă,– тет сăмаха шÿте çавăрса Семен Васильевич.
Хурт хăмăр ĕçне вара аслашшĕ хăнăхтарнă. Вĕлле йышĕ самаях пысăк пулнă вĕсен.
Кун-çулĕ ялти ытти çынсеннипе пĕрешкел иртсе пынă С. Егоровăн. Салтакра пулнă, авланнă, çемьепе уйрăлса тухса çурт лартнă. Яваплă ĕçсене те кÿлĕннĕ: 12 çул хуçалăхра уй-хир бригадирĕнче тăрăшнă. Учетпа отчет ĕçне тирпейлĕн тытса пынă вăл. Çавăншăнах кайран ăна кладовщика кÿлнĕ. Кунта та икĕ теçетке çула яхăн вăй хунă. Сусăрланни çеç ĕç вырăнне улăштарма хистенĕ.
– Вăхăтĕнче йыша 100 вĕллене çитерни те пулнă. Хуçалăха пулăшу пултăр тесе килти 15 çемьене колхоза патăм. Хуртсем юлашки çулсенче пыла çăкаран çеç пуçтаркалаççĕ. Пилĕкшер гектар илепер курăкне аккаланипех малалла кайма йывăр. Ăна та чечеке ларичченех выльăхсем кĕрсе таптаççĕ,– кăçалхи тухăçпа кăмăлсăр пулнăран кулянса калаçать хурт хăмăр ăсти.
Вĕлле хурчĕ пекех ĕçчен Егоровсем. Тăпăл-тăпăл çуртра пурте таса та тирпейлĕ. Мăшăрĕ, Раиса Федоровна чăлт шурă пÿс çине унчченрех хĕреслĕ тĕрлесе çакнă чÿрече каррисем паян та вĕр-çĕнĕ курăнаççĕ.
– Выльăх усранă, утă çулнă, вутă çурса хатĕрленĕ, ача-пăча ÿстернĕ... Кăçатă та йăваланă эпир, – калаçать С. Егоров.
Нуша теме те вĕрентет тенĕ евĕр, сусăр алăпа та ĕçрен пăрăнман Семен Васильевич. Ачисене ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăлармалла-çке. Пиллĕкĕ-шĕ пилĕк çĕре тĕпленнĕ халĕ вĕсем. Луиза Семеновна яла качча тухнă. Вăтам шкулта ачасене биологи, хими предмечĕсене вĕрентет. Ирина та вĕрентÿ ĕçнех суйласа илнĕ. Наташа суту-илĕве кăмăлланă. Толя вара Тольяттинче АТП начальникĕн çумĕнче вăй хурать. Мăнукĕсем те çемье çавăрса пыраççĕ.
– Пурнăçа ÿпкелешмелли çук халĕ. Çăтмахри пек пурăнатпăр. Пÿрт газпа хутăнать. Сивĕ шыв кĕрет. Пенси параççĕ. Сĕчĕ-çăвĕ, çĕр улмийĕ, пахча-çимĕçĕ, аш-какайĕ, çăмарти хамăрăн. Пылĕ те сĕтел çинчен татăлмасть. Çакăн çинчен иртнĕ ĕмĕр варринче ĕмĕтленме те пултарайман, – тет С. Егоров.
А. АСТРАХАНЦЕВА.