АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пурнăç СПИДран хÿтĕлет

01 декабря 2012 г.

СПИД çулне пÿлес, унăн хăрушлăхĕ пирки халăха асăрхаттарас тĕллевпе чук уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен пуçласа раштавăн пĕрремĕшĕччен чирпе кĕрешмелли уйăхлăх иртет.

Чăваш Енре ВИЧ инфекциллĕ 1449 çынна шута илнĕ пулнă, вĕсенчен 253-шĕ вилнĕ. 58-шĕ – СПИДпа. Вирус ернĕ çынсем хушшинче ытларах 20-29 çулхисем тĕл пулаççĕ: вĕсен йышĕ 53,8 процентпа танлашать. 30-39 çитнисем – 23,9 процент. Чир ниçта та ĕçлемен çынсене ерни пăшăрхантармалла (53,3 процент).

СПИД никама та шеллемест – вăтам çулхисене те, пĕччен е çемьеллĕ пурăнакансене те, пуянсемпе чухăнсене те, арçынсемпе хĕрарăмсене те.

ВИЧ организмри хÿтлĕх системине аркатать. Вирус пĕр çынран теприне виçĕ мелпе куçма пултарать. Чи анлă сарăлни вара – ар çыхăнăвĕ урлă. Юн панă чухне е юн илекен таса мар инструментсенчен, татуировка тунă чухне, йĕп тата шприц çине юлнă юн тумламĕсенчен, инфекциллĕ амăшĕсенчен – кăкăр ачине

(варта выртнă чухне, çуратнă е ĕмĕртнĕ вăхăтра) та лекет.

Унран мĕнлерех сыхланмалла-ха;

Чи малтан сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, палламан çынпа ар çыхăнăвне кĕресрен асăрханмалла, наркотиксемпе усă курассинчен пăрăнмалла.

Çирĕп çемье, пĕр партнер – сывă пурнăç никĕсĕ. Хамăрсăр пуçне чиртен пире урăх никам та хÿтĕлеймест. ВИЧ инфекцийĕ юн анализĕнче кăна паллă пулать.

Уйăхлăх вăхăтĕнче – ноябрĕн 29–30-мĕшĕсенче СПИДпа кĕрешес тĕлĕшпе ĕçлекен республикăри центр “уçă алăксен” кунĕсене ирттерет. Унта çак адреспа кайма пулать: Шупашкар хули, Ленин урамĕнчи 32 а çурт. “Тÿрĕ лини” телефонĕ (8352) 55-20-86. Врач инфекционист патне ( 8352) 62-41-04 номерпе çырăнма пулать.

Р. ГАВРИЛОВА, Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика