АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт энциклопедийĕ: хушма кăларăм

01 декабря 2012 г.

Чăваш кĕнеке издательствинче спорт энци-клопедийĕн хушса çĕ-нетнĕ иккĕмĕш кăларăмĕ кун çути курчĕ. Чăваш Енри спорт кун-çулĕпе паллаштаракан кĕнекене паллă пулăмсем, тĕнчери чи пысăк ăмăртусенче çитĕнÿпе палăрнă мухтавлă спортсменсемпе республикăри физкультурăпа спорта аталантарас ĕçре ят-сума тивĕçнĕ çынсен ячĕсем кĕнĕ. Çавăн пекех энциклопедире юлашки çулсенче çу-талнă çамрăк “çăлтăрсем” çинчен те вуласа пĕлме пулать.

Энциклопедире Олимп вăййисен, тĕнче, Европа, Раççей, республика чемпионачĕсемпе ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисемпе призерĕсем, тава тивĕçлĕ тренерсем, спорт ведомствисен ертÿçисемпе, йĕркелÿçисемпе, РФ тата ЧР физкультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсемпе, судьясемпе, спорт пĕрлешĕвĕсемпе, вĕренÿ заведенийĕсемпе, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсемпе паллаштаракан материал чылай. Рекордсемпе пысăк çитĕнÿсен таблици те вырăн тупнă.

Спорт энциклопедине спорт юхăмĕн шур сухалĕ, ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн канашçи, 1963-1975 çулсенче ЧАССР Патшалăх спорт комитечĕн председателĕ пулнă Николай Григорьевич Скородумов хатĕрленĕ.

Çĕнĕ кăларăма 1800 статья, 400 ытла ÿкерчĕк кĕнĕ.

Н. ОСИПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика