05 декабря 2012 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул спорт залĕнче Л. Селиванов янташа асăнса волейбол турнирĕ иртрĕ. Кăçалхипе вăл улттăмĕш пулчĕ. Сăмах май çакна каласа хăвармалла: иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче çĕр-шывра кукуруза çитĕнтерес юхăм анлăн сарăлчĕ. Пирĕн колхозра та ăна хапăл туса йышăнчĕç. Çак ĕçе йĕркелеме шăпах Лавр Васильевича шанса пачĕç. Пĕрер çултан механизатор хăйĕн ĕçри юлташĕпе В. Пагуновпа акакан техникăна урăхларах меслетпе ăсталаса тухăçа ÿстермелли май тупрĕç. Çĕнĕлĕхе курма республикăри хуçалăхсенчен те килетчĕç, семинарсем иртетчĕç. Ырми-канми ĕç харсăрсене паттăра кăларчĕ. Лавр Васильевича “РСФСР тава тивĕçлĕ механизаторĕ” ята пачĕç. В. Пагунова вара ВДНХан ылтăн медалĕпе чысларĕç. Шел пулин те, вĕсем пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕç. Тăрăшуллă ĕçĕсене ял халăхĕ манмасть. Турнир ирттерни те çакăнпах çыхăннă. Кăçал унта 4 команда пуçтарăнчĕ. Уйрăмах Пулевей ял енчи спортсменсем хастар пулчĕç. Вĕсем икĕ команда тăратма пултарчĕç: çамрăксем тата ветерансем. Вĕсемсĕр пуçне ăмăртура шкул ачисен тата ял тăрăх администрацийĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕ пулчĕ. Вăйăсем нихçанхинчен те çивĕч те интереслĕ иртрĕç. Кашни команда пĕр-пĕринчен выляса иле-иле тупăшрĕ. Пулевейсене пăхса тăма тата та кăмăллă пулчĕ. Вăйă шучĕ 30а çитрĕ. Çамрăксем вăйлах çав. Пултарулăхĕ те пысăк – турнирта çĕнтерчĕç. Ветерансем иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Шкул ачисен команди те призлă вырăна кĕчĕ.
Турнирта ăста вылякансене палăртса хăварас кăмăл та пур. Акă, пĕр тăван Вячеслав, Алексей, Александр Митрофановсем, А. Михайлов, О. Яковлев мечĕке тытма та, меллĕ çапма та пултараççĕ. Çак турнира пуçарса яракансенчен пĕрне, ывăнма пĕлмен спорт ветеранне, команда капитанне В. Кузьмина ăмсанмалла. Çамрăк мар пулин те çитĕнекен ăруран юлмасть. Вăйăсене хутшăннисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Айкин, В. Яковлевпа В. Бородкин спорт ветеранĕсем, В. Платонова шкул директорĕ саламларĕç. Ю. Селиванов командăсене ашшĕ ячĕллĕ призсене парса хавхалантарчĕ.
В. МИХАЙЛОВ.