АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ултав çур пурнăç тенĕ-ши;

05 декабря 2012 г.

ÇАК кунсенче Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан икĕ çын хăйсен айванлăхне пула умлă-хыçлах чике тăршшĕ ларса юлнă. 85 çулхи шур сухал патне следстви комитечĕн сотрудникĕн ячĕпе пĕр хăюллă арçын “пулăшма” пынă. Çакскерне пахалăхсăр медицина аппаратне туянса хăйĕн кăмăл-туйăмне пăснăшăн 235 пин тенкĕ компенсаци тухать-мĕн. Вĕр çĕнĕ автомашина хакĕ вĕт! Ватă çын чăнах та çавăн пек техника илнĕ пулнă. Йĕрке хуралĕн представителĕ комисси расхучĕсене саплаштарма 23 пин тенкине малтанласа ятарлă счет çине куçарса пама ыйтнă. Лешĕ çапла тунă та. Камăн пĕр хутаç укçаллă пулас килмĕ-ха;

Тепĕр çамрăк арçын вара урăхла меслетпе ултав серепине çакланнă. Вăл интернетри пĕлтерÿпе юр çинче çÿрекен “Ямаха” çуна туянма шутлать. Хакĕ те паллă – 150 пин тенкĕ. “Тимĕр утлă” пулас текен хуçипе çăмăллăнах калаçса килĕшет. Анчах тавар сутакан çул укçилĕх тесе 15 пин тенкине унăн банк картти çине хума калать. Унăн условине хирĕçлесе тăмасть. Тепĕр темиçе кунтанах сутуçă çавăн чухлĕ суммăнах урăх номер çине хума ыйтать. Леш счечĕ хупăннă-мĕн. Каллех турткаланса тăмасть. Ĕç-пуç вĕçнелле çитеспе туянаканăн икĕ пĕççине шарт çапмалли çеç юлнă. Никам та нимĕнле “Ямаха” та сутмасть, пĕр пус укçа та курман-мĕн... Вăт ĕнен пĕлтерĕве.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика