05 декабря 2012 г.
Тунти кун район ад-министрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов райадминистрацин структура подразделенийĕсен, организаци, предприяти ертÿçисемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе анлă лару ирттерчĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – ялсенчи тирпей-илем, хăтлăх. Шел пулин те, вăл кашни ялтах çитмест. Ку тĕлĕшпе район центрĕнче те кар тăмалли ыйтусем пур. Хăш-пĕр урамсенче каçсерен тĕттĕм. Çакă хулиганла ĕçсем тăвакансене, юпа çинчи çутăсене ватса, çĕмĕрсе çÿрекенсене меллĕ, анчах çула тухакана йывăр. Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ А. Румянцев тирпей ыйтăвĕпе калаçнă хыççăн кун пирки залра ларакансем те проблемăна çивĕчлетрĕç.
Умра – хаваслă уяв – Çĕнĕ çул. Ăна кăмăллă та пысăк хавхаланупа ирттерес тĕллевпе районта “Хĕллехи фантази” конкурс ирттерме палăртнă. Район администрацийĕн специалист-эксперчĕ П. Логунова унăн условийĕсемпе паллаштарчĕ. Кантурсене, кил-çуртсене тĕрлĕрен çутăпа эрешлесе капăрлатнипе, тирпей-илемпе çыхăннă конкурса Çĕнĕ çул хыççăн пĕтĕмлетеççĕ.
Ларури çивĕч ыйтусенчен пĕри – Çĕнĕ çулпа Раштав праçникĕсенче уйрăмах пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнасси. Хĕл Мучипе Юр пике коллективсене инкек-синкек илсе ан килтĕр, савăнăç çеç парнелетĕр. Кун пирки районти пушар хуралĕн начальникĕ В.Яковлев тухса калаçрĕ.
Ларура район пурнă-çĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сÿтсе яврĕç.
Хамăр корр.