05 декабря 2012 г.
Чăваш Республикин Конституцийĕн 80 статйипе тата Чăваш Республикин 2012 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче “Чăваш Республикинчи Çын прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй çинчен” йышăннă 54-мĕш Саккунĕн 6 статйипе килĕ-шÿллĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Юрий Сергеевич КРУЧИНИНА пилĕк çуллăха Чăваш Республикин Çын прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕн должноçне лартнă.
Юрий Сергеевич Кручинин 1958 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Мари АССРĕнчи Козьмодемьянск хулинче çуралнă. Аслă пĕлÿллĕ, 1985 çулта Иваново патшалăх университечĕн юридици факультетне пĕтернĕ, юридици наукисен кандидачĕ, доцент.
1998 çултанпа И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультечĕн адвокатура кафедрин заведующин çумĕ.
Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Тавне , “Раççейĕн хисеплĕ адвокачĕ” палла, Раççей Адвокатсен гильдийĕн “Адвокатура аталанăвне хывнă тÿпешĕн” хисеп паллине, “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ адвокачĕ” хисеп паллине, “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ” хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
х х х
Чăваш Республикин Конституцийĕн 80 статйипе тата Чăваш Республикин 2012 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче “Чăваш Республикинчи Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăй çинчен” йышăннă 55-мĕш саккунĕн 6 статйипе килĕшÿллĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Вячеслав Викторович РАФИНОВА пилĕк çуллăха Чăваш Республикин Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕн должноçне лартнă.
Вячеслав Викторович Рафинов 1955 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикинчи Çĕмĕрле районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă. Аслă пĕлÿллĕ, 1978 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне, 1998 çулта Мускав патшалăх социаллă университетне пĕтернĕ.
2011 çултанпа – Чăваш Республикин Обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн директорĕ, 2010 çултанпа – Шупашкар районĕн пуçлăхĕ – Шупашкар районĕн Депутатсен Пухăвĕн председателĕ. Шупашкар районĕн тăваттăмĕш (2005-2010) тата пиллĕкмĕш (2010-2015) суйлавĕсенчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ.
“Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ” хисеплĕ ята, Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин Тавне тивĕçнĕ. В.В. Рафинова Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотипе, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.