АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПУР ЧĂВАШ ТА ВУЛАМАЛЛИСЕМ...

05 декабря 2012 г.

Чăваш чĕлхин кунĕнче “Чи лайăх 100 кĕнеке” калаçу пуçланăччĕ. Пуçарăва “симĕс çутă” параканĕ Раççей Президенчĕ (ун чухне Правительствăн Председателĕ) Владимир Путинăн “Раççей: наци ыйтăвĕ” статйи пулчĕ. Çак шухăш унпа паллашнă хыççăн çуралнăччĕ.

Владимир Владимирович акă мĕн çырнăччĕ:

« ... Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Америкăн хăш-пĕр университетĕнче Хĕвел анăç культурин канонĕсене вĕренес тĕ-лĕшпе юхăм йĕркеленĕ. Хăйне хисеплекен кашни студентăн ятарлă списокри çĕр кĕнекене вуламалла пулнă. АПШн хăш-пĕр университетĕнче çак йăла халĕ те сыхланса юлнă. Эпир вулакан наци пулнă. Айтăр-ха ыйтăм ирттерер те Раççей шкулĕнчен вĕренсе тухакан кашни ача вуламалли 100 кĕнеке списокне пухар...”

“Хыпар” хаçат асăннă сĕнÿ чăваш литературишĕн те вырăнлине палăртрĕ, çитĕнекен ăрăва тăван чĕлхене, литературăна, культурăна, йăла-йĕркене хисеплеме, юратма пулăшакан, вĕсемпе çывăхланма май паракан лайăх мел пулнине шута илсе пуçару турĕ.

Пĕрремĕш ахрăм И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вĕрентÿ çинчен Виталий Никитинран пулнăччĕ (“Хыпар”, çу 15).

Виталий Петрович пуçарăва ырланине, калаçу йĕрне вăрах вăхăт тытса тăма, суйласа илнĕ хайлавсемпе (кĕнекесемпе) йĕркипе паллаштарса пыма, мĕн пур чăваша юрăхлă ăнлантарса тухса сĕннĕччĕ. “Манăн шухăшăмпа, – тенĕччĕ Виталий Петрович, – поэзи ретĕнчен ача-пăчапа яш-кĕрĕм пăхмасăр пĕлмелли пĕр 50 сăвă, пăрăнми вуласа тухмалли поэмăсемпе сăвă ярăмĕсене тепĕр 50 суйласа илмелле. Вара вĕсем тăрăх çулсеренех ăмăртусем ирттерме юрать... ХХI ĕмĕрчченхи литературăран хăш хайлав ылтăн çÿлĕк çинче пулни вулакансемпе тĕпчекенсене паллă ĕнтĕ. Вĕсен хăйсен шухăшне хаçат урлă каламалла кăна. Хальхи кĕнекесенчен хăшне вулама сĕнесси вара питех те ик-кĕленÿллĕ. Культура министерствипе Наци вулавăшĕ пуçарнă “Халăх юратса вулакан кĕнеке” ăмăрту кăçал 10-мĕш хут иртрĕ. Унта кĕнекене тĕшшине, пахалăхне, çыравçă ăсталăхне шута хурса хакламаççĕ. Тĕп виçе – миçе çын вулани. Хăш авторĕ тĕл пулусене çÿрет, камăн вулакансен хушшинчи тус-тăванĕ хастар е районсенчи вулавăшсемпе çыхăну аван – çавсем мала тухаççĕ...”

Чăваш халăх писателĕ Денис Гордеев та хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ (“Хыпар”, çу, 23). Вăл редакцие ярса панă списокра 128 произведени. Çав ĕçсенчен чи лайăххисене суйласа илме сĕнет.

Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ Геннадий Уткин чи лайăх 100 кĕнеке ретне юлашки вунă-çирĕм çул хушшинче пичетленнĕ çĕнĕ романсемпе повеçсене те кĕртме сĕнет (“Хыпар”, çĕртме, 22). “Юлия Силем, Геннадий Максимов, Сергей Павлов, Розин Ярандай, Альбина Мышкина, Юрий Сан, Иван Тенÿшев прозаиксен çĕнĕ кĕнекисем çÿлĕксем çинче тусанланса выртмарĕç, чи нумай вулакан произведенисен йышне кĕчĕç.Ÿр-кенмесĕрех тата 100 кĕнекерен тăракан список ха-тĕрлерĕм”, – тет.

Атнер Хусанкай ăсчах та “Хыпар” пуçарăвне ырларĕ (“Хыпар”, çĕртме, 28). Статьян ум сăмахĕнче Атнер Петрович çапла çырнăччĕ: “Манăн шухăшăмпа – çак ыйтăвăн икĕ енĕ пур пек. Пĕрремĕшĕ. Кашни ача вуламалли кĕнеке – мĕн вăл; Шкул программине кĕнĕ пулсан ăна вăл вулать (е урăхларах каласан – кĕнекепе çиелтен те пулин паллашать). Тепĕр енчен, вăйпа вулаттарма йывăр, уйрăмах хальхи вăхăтра. Иккĕмĕшĕ. Тарăнрах шухăшласан ыйтăва, тен, çавăн пек лартмалла. Чăваш сăмахлăхĕн ылтăн çÿпçине мĕнле-мĕнле хайлав кĕме пултарать... Хам енчен – хронологи йĕркине çирĕп тытса пымасăр, хайлавсен пĕлтерĕшне шута илме тăрăшса – çавăн пек хайлавсен ретне тăратнă пулăттăм”. Атнер Хусанкай çав списока 65 авторăн кĕнекине кĕртнĕ.

Н. СМИРНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика