05 декабря 2012 г.
Пĕрин туртса пăхас килет, тепри хăйне “чăнкă” туясшăн, виççĕмĕшĕ çынран юласшăн мар, тăваттăмĕшĕ хăвăртрах çитĕнесшĕн, пиллĕкмĕшĕ пăрахас тесен те пăрахаймасть...
Çапла, туртаканăн сăлтавĕ нумай. Ункăланса явăнакан сĕрĕм пекех. Раççейре кашни виççĕ-мĕш çын табак туртать. Çулсерен çак сиенлĕ йăлана пула 400 пине яхăн çын пурнăçран уйрăлать. Çĕр-шыв правительствин пуçлăхĕ Дмитрий Медведев çакна хулари халăх йышĕпех танлаштарнăччĕ: “Çулсеренех Раççейре табака пула Тверь хулинчи чухлĕ çын вилет. Туртакансен 90 проценчĕ 20 çула çитиччен туртма пуçлать. Пĕрремĕш сигарета ачасем кĕçĕн классенче тутанса пăхаççĕ, çавăнпа та туртассипе туртас маррине çитĕннĕ çын хăй ирĕкĕпе суйлать теме çук. Табак компанийĕсем ачасен сывлăхне сиен кÿрсе пуяççĕ, çакна чарса лартмалла. Раççей çыннисен пĕрре виççĕмĕш пайĕн ĕçре туртакансен сĕрĕмĕпе сывлама тивет. Официантсемшĕн вара çакă чăн-чăн тивĕç пекех”.
Чăваш Республикинче арçынсен 50 проценчĕ, хĕрарăмсен 15 проценчĕ туртать. Ытларахăшĕ – çамрăксемпе хĕрсем. Çитменнине хĕрсен пĕрре виççĕмĕш пайĕ ача çуратмалли çула çитнĕскерсем. Туртакан хăй сывлăхне хăйех пĕтерни çитмест-ха, ун таврашĕнчи çынсем те шар кураççĕ-çке. Туртакан çемьесенчи ачасем хăйсемпе пĕр çулхисемпе танлаштарсан 5-6 çул юлса аталанса пыраççĕ. Ачи мĕншĕн япăх çывăрни, вĕчĕр-хенни, начар вĕренни çинчен шухăшласа ашшĕ-амăшĕ таçта çитме, темпе сирме хатĕр, анчах çакăншăн хăйсем çеç айăплă пулни çинчен шухăшласшăн мар. Пулас амăшĕсен 50 проценчĕ (!) туртать. Çав тери хăрушă цифра ку. Вĕсен сывă ача çуралмасси малтанах паллă. Çие юлнă вăхăтра, çавăн пекех ачана кăкăр çитернĕ самантра туртнă амăшĕсен пепкисем пурте (çĕр проценчĕпех) аллергиксем пулнине çирĕплетнĕ медицина.
Çывăх вăхăтра Патшалăх Думинче табак туртассине хирĕçлекен саккун проектне пăхса тухмалла. Ĕç вырăнĕнче, обществăлла вырăнсенче, вăл шутра вĕренÿ, медицина, спорт учрежденийĕсенче, ресторансемпе кафесенче, вокзалсемпе аэропортсенче, метро çывăхĕнче туртассине чармалла вăл. Туртасах текенсен ятарлă вырăнта кăна мăкăрлантарма юрать. Пирĕн республикăра çакнашкал вырăнсем пур-и-ха; Табак туртассине хирĕç кĕрешекен координаци канашĕн председателĕн çумĕ – “Чувашия” фонд президенчĕ Михаил Федотов хальлĕхе “Атăл” хăна çуртĕнче кăна туртмалли ятарлă вырăн пуррине пĕлет. Ун шучĕпе, предприятисемпе организацисенче туртмалли вырăна уçă вырăнта – тулаш енче – туни, шалта вара пачах туртма чарни пуриншĕн те усăллă пулмалла. “Кунне темиçе хут тăхăнса, турникет витĕр тухса каялла пÿлĕме таврăнасси çăмăлах мар. Ĕç вăхăтĕнче туртса вăхăт ирттернине ертÿçĕ те ырламĕ. Ирĕксĕрех сахалтарах туртма, майĕпен сиенлĕ йăларан хăпма тивĕ”, – тет Михаил Иванович. Чăваш Ен правительствин çуртĕнче ĕçлекен 400 яхăн çынран маларах пирус туртса киленме урама хĕрĕх ытла çын тухнă пулсан халĕ вун иккĕн кăна юлнă-мĕн. Ытларахăшĕ экономика министерствинче ĕçлекен хĕрсем. Хăвăрах шутласа пăхăр-ха: тухмалла, çуртран 25 метр инçĕшне каймалла, ăш çуннине лăплантарнă хыççăн каллех турникет витĕр кĕмелле. Кунне çапла миçе хутлама пулать; Виççĕ, улттă, вуннă; Çынсем ĕçлеççĕ, эсĕ пур – туртма янкăлтататăн.
Шупашкар “Табак сĕрĕмĕнчен ирĕклĕ хуласен пĕрлĕхĕ” организацие кĕнĕ. Халĕ пирĕн мĕн пур министерствăра, районсемпе хуласен администрацийĕсенче, ял тăрăхĕсенче пÿлĕмсенче туртмалла мар тесе йышăннă. Сывлăх хуралĕн, культура, спорт организацийĕсенчен чылайăшĕ – пулĕмре, вĕренÿ учрежденийĕсем пÿлĕмре тата хăйсен территорийĕнче туртма чарнă. Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти чылай кафепе барта, çавăн пекех ресторансенче туртассине хирĕçлеççĕ.
Пĕтĕмпех хамăршăн, хамăр сывлăхшăн, хамăр пуласлăхшăн ку. Тутарстанра, ав, тĕрмесенче те “сывă пурнăç йĕркине” пăхăнма пуçланă. Айăпа кĕнĕ çын малтан мĕнле камерăра ларас килнипе кăсăкланаççĕ: туртаканнинче е туртманнинче;
Юлашкинчен шухăша яракан темиçе цифра илсе парас килет. Туртни тата унăн сĕрĕмĕпе сывлани усал шыçă чирĕсем пуçланас хăрушлăха 20 хут ÿстерет. Ÿпке чирĕсемпе вилекенсем 90 проценчĕ туртнипех çĕре кĕнĕ. Табак сĕрĕмĕнчи 7000 ытла хими веществинчен 250-шĕ сывлăхшăн питĕ хăрушă, 70-шĕ рак сăлтавĕ пулма пултарать. Мĕн хаклăрах пирĕншĕн: сывлăх е йытă çимен апат;