30 апреля 2013 г.
Культура: сохранение и развитие культуры
ИРТНĔ эрнере радио тата çыхăну отраслĕсен работникĕсен кунĕ ячĕпе районти культурăпа кану центрĕнче "Чăваш Енти радио кунне" йĕркелерĕç. Журналистсемпе, писательсемпе тата эстрада юрăçисемпе куçа-куçăн калаçма, вĕсен пултарулăхне пăхма пурне те кăсăклă пулчĕ. Тĕл пулăва Владимир Тимофеевпа Валентина Михайлова журналистсем кăмăллă ертсе пынипе те пулĕ мероприяти пуян иртрĕ. Чăваш радиора нумай çулсем тăрăшакан Николай Мулянов, Владимир Тимофеев, Ольга Тургай, Маргарита Кабетова, Иван Перов тата ыттисем те хăйсен кăларăмĕсен презентацине кăтартрĕç, лотерея вылявне йĕркелерĕç, сцена ăстисем илемлĕ кĕвĕ-юрăпа савăнтарчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи халăхпа çакнашкал кăсăклă тĕл пулу йĕркелекенсене чун-чĕререн тав сăмахĕ каларĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)