АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЧУНА çУРАТ ХĂВНА САВĂНМА, УМНА САППУН çАК КУççУЛЬНЕ ШĂЛМА

30 апреля 2013 г.

 Тин çуралнă е ỹссе пыракан ача пирки кашниех илĕртỹллĕ те ăмсанмалла каласа парать. Чакăр куçлă, пĕр кашăк шывпа çăтса ямаллискер вăл, лайăххине ашшĕнчен е амăшĕнчен илнĕ. Утти-кулли аслашшĕне е асламăшне аса илтерет, тимлесе пăхассипе, тавçăрулăхĕпе кукашшĕпе кукамăшне пăхнă... Хăйĕн тĕпренчĕкĕ кирек кама та хаклă. Çавăнпа ытларахăшĕ çитĕнекен ăрăва тивĕçлипе пăхса ỹстерме тăрăшать. Кăштах йăшсан çĕрĕпех куç хупман каçсемшĕн хăçан та пулин тав сăмахĕ илтессе ĕмĕтленет. Ватта хисепе хуракансем сахал мар. Çакнашкал çемьесене пăхсан чун савăнать. Анчах пурнăçра чуна пăшăрхантаракан тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Хамăра кун çути кăтартнă чи çывăх çынсене хисеплеменни яр уççăн курăнать вĕсенче.

Пĕринче редакцине саккăрмĕш теçетке çула тултарса пыракан пĕр хĕрарăм килчĕ. Чире пула сывлăшĕ те пỹлĕнет. Хуйхи-суйхине кура куçĕ шывланнă. Пăшăрханма сăлтавĕ пур иккен. Мăшăрĕпе виçĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ вĕсем, качча панă, аякри ялсенче тымар яма пулăшнă. Кĕçĕннин ывăлĕ вара район центрне хваттер илнĕ. Авланса çемьеллĕ пулнă. Иккĕмĕш ача çуратсассăн амăш капиталне те илме пулать. Çамрăксем нумай шутласа тăман. Унпа кукамăшĕн çуртне туянни çинчен хут тунă. Ватти ăнланса та юлайман çакна. Çурта хăй ĕмĕчĕпе мĕн пур мăнукĕ çине пĕрешкел пайласа парас шутпа пурăннă вăл.

- Усрава илнĕ хĕре хамăр ачасенчен пĕр уйăрми пăхса ỹстертĕмĕр. Кĕçĕнни пулнăран тутли те, лайăххи те яланах ăна лекнĕ. Кил-тĕрĕшри ĕçсенче те (урай çăвасси, мунча хутасси, япала якатасси...) арçын ачасем ỹркенместчĕç. Ачашрах пулчĕ пулас хĕр пĕрчи. Халĕ пĕри те çумра çук. Малтанласа, аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра хĕрĕмĕр укçа кирлĕ чухне яланах шăнкăравсем яратчĕ. Пурнăç çулĕ çине тăчĕ те ял енне манчĕ,- тет паян та хăйĕн ывăлĕсенчен мала хурса хĕрарăм Анютăна.

Вăхăтĕнче хĕре амăшĕ вырăнĕнче кирлĕ пулнă вăл. Уншăн нимĕн те шеллемен. Халĕ, пиçсе çитнĕ пун улми евĕр пит-куçлă хĕр, ача чухне хăйне чĕрçе çинче сиктернĕ çыннине маннă курăнать. Ăшри пăшăрханăвне пирĕнпе калаçса кăларчĕ-ха хĕрарăм. Анчах каллех вăхăтлăха-çке.

Питравра 80 çул тултаракан тепĕр ватă каçсерен канлĕ выртса çывăраймасть. Мăшăрĕпе шăнкăрчă йăви евĕр çавăрнă тăпăл-тăпăл çуртра ун валли вырăн çук. Ниçта ĕçлемесĕр çапкаланса çỹрекен ывăлĕ (вăрланăшăн тĕрмере те ларса тухнăскер) ĕçме куллен пенси укçи ыйтать. Ăна пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн парса тăрсан та çитмест. Йыт çимен патака та çитерме ăста.

Ваттисен çуртĕнче пурăнма пулать-ха. Анчах ватлăхра тăван-пĕтенрен, кỹршĕ-аршăран аякка кайма çăмăл мар. Куççульне типĕтме умĕнчи саппун арки те çитеес çук. Тепĕр çемьере ашшĕпе амăшĕ вырăнта ĕçлекен кинĕпе ывăлĕшĕн вăкăра хĕрлĕ пусма кăтартнă евĕрех-тĕр. Аслисем шăкăлтатса калаçни те, кил-картишне тухса кĕни те, телевизор пăхни те килĕшмест çамрăксене. Вĕр-çĕнĕ иномаркăпа çỹрекенсем чăх-чĕп те усраттарма пăрахтарнă. Ваттисем канлĕхре пурăнччăр тесе мар, паллах. Килĕшĕвĕ çукран. Икĕ ăру хушшинчи хутшăну ял çине тухасран аванмарланаççĕ аслисем. Çавăнпа çăвара шыв сыпнă евĕр пурăнаççĕ.

Ачасем - пирĕн малашлăх тетпĕр. Çỹлерех илсе кăтартнă пурнăçри тĕслĕхсенче хăшĕнче ыррине кĕтме пулать-ши? Атте-аннене сывлăх та телей сунса тав тăвас чухне мĕншĕн кỹрентерессине мала хуратпăр-ши? Тăван-пĕлĕш, савнă тус, мăшăр, кỹршĕ вĕсене улăштараяс çук. Атте-анне пилĕ пуринчен паха. Эппин, ачисене вĕсем хăйсен ватлăхĕнчи ырлăхĕшĕн çуратнă пулсан, умĕсенчи саппунĕ те савăнăç куççульне шăлма çеç пултăрах.

А. КАПИТОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика