30 апреля 2013 г.
Образование:развитие образования и науки
Учитель _ кăткăс професси. Унăн мĕн пĕлнине ачасене памалла, вĕсене пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрлемелле. Пĕрлех хăйĕн те çĕнĕрен çĕннине вĕренсе пымалла, анлă тавра курăмлă пулмалла, ăсталăха ỹстермелле. Çапла пулма тăрăшаççĕ те ĕнтĕ чылайăшĕ. Çакна шкул, район тата республика шайĕнче иртекен конкурссем те аван çирĕплетеççĕ.
Республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политин министерстви ку хутĕнче "Чăваш Енри çулталăк учителĕ _ 2013" конкурса ирттерме Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула суйласа илчĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Кунти шкул директорĕ Н. Андреева иртнĕ çулхи тупăшура мала тухса республика чысне Раççей шайĕнче хỹтĕленĕччĕ. Çавăнпа.
Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче района хăнасем йышлăн килчĕç. Вĕсене шкулта ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Республикăри "Çулталăк учителĕ _ 2013" конкурса чыслă лару-тăрура уçрĕç. Çак ятпа конкурсантсене Патăрьел район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов ăшшăн саламларĕ. Вĕрентỹ системин ĕçĕ-хĕлĕпе кăштах паллаштарнă май конкурса хутшăнакансене професси шайĕнчи ăсталăха ỹстерме мĕн пур майсем пуррине палăртса тупăшура ăнăçусем сунчĕ.
Республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С. Петрова професси ăсталăхне хак паракан конкурс пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ. Çитĕнекен ăрăва пурнăç çулĕ çине тăратакан ăста педагогсенчен ыттисен вĕренмелли пуррине палăртрĕ.
"Çулталăк учителĕ" конкурса республикăра 1992 çултанпа ирттереççĕ. Унта хутшăнакансем пурте хăйсен ĕçĕнче тивĕçлисем. Вĕсем шкул, район шайĕнче çĕнтерсе мала тухнă. Çакнашкал вĕрентекене тата кашни ача юратать, хисеплет, тĕслĕх вырăнне хурать. Çавăнпа конкурсантсене жюрине хак пама та çăмăл мар. Çакна палăртрĕ сăмах илсе сумлă жюри председателĕ, республикăри вĕрентỹ институчĕн проректорĕ Г. Николаева.
Хăнасене ăнăçу сунса шкулта вĕренекенсемпе педагогсем савăк юрăсемпе илемлĕ те илĕртỹллĕ ташăсем парнелерĕç. Уйрăмах Чăваш Ен çинчен шăрантарнă юрă пурне те çунатлантарчĕ.
Унтан конкурса хутшăнакансем уроксене саланчĕç. Кайран методика семинарĕ пулчĕ. Иккĕмĕш кун педагогсем класс сехечĕпе ашшĕ-амăшĕн пухăвне ирттерчĕç. Конкурсантсене вĕсенче ачасем те хавхалантарса, пулăшса пычĕç. Хăнасем вара вĕренекенсен пĕлỹ шайĕ пысăк, тавра курăмĕ анлă пулнине палăртрĕç.
Шкул музейĕ пурне те тĕлĕнтерчĕ. Унăн ĕçне Э. Карягина илсе пырать. Унта мĕн пур сыпăкри выпускниксен сăн ỹкерчĕкĕсем упранаççĕ. Вăрçăчченхи тата вăрçă хыççăнхи улшăнусем те яр уççăн курăнаççĕ. Вĕренекенсен ушкăнĕнчен йĕркеленĕ пресс-центр мероприятие кăмăллăн çутатса тăма тăрăшрĕ.
Çитĕнекен ăру жюри членĕсен, конкурсантсен шухăшĕпе те интересленсех тăчĕ. Вĕсем вĕренекенсем, вĕрентекенсем, шкул çинчен ырласа калаçни хавхалантарчĕ. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Патăрьелĕнчи филиалĕн акт залĕнче конкурса хутшăнакан финалистсен пĕтĕмлетĕвĕ иртрĕ. Тỹресене чи лайăххине палăртма çăмăлах пулмарĕ. Пурте тухăçлă ĕçлесе курăмлă кăтартусем тăваççĕ. Хăйсене тытма пĕлеççĕ, професси ỹсĕмĕнчи малашлăх тĕллевĕсене палăртаççĕ. Çапла пулмалла та. Вĕсенчен мĕн вĕренмеллине, çитменлĕхне вара жюри хаклать.
Апрелĕн 27-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче шăпах çав хаклава пĕтĕмлетрĕç. Республика пĕлтерĕшлĕ мероприятие хăнасем тата та йышлă килчĕç. Сăлтавĕ те пур. Кунта вара "Чăваш Енри çулталăк учителĕ - 2013", "Чăваш Енри чи лайăх воспитатель- 2013", "Республикăри чи лайăх класс ертỹçине" палăртрĕç. Çак ятпа çĕнтерỹçĕсене республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ В. Иванов тата ыттисем ăшшăн саламларĕç.
"Чăваш Енри çулталăк учителĕ - 2013" ята Вăрнар районĕнчи Т. Сапожникова тивĕçрĕ. Воспитательсенчен чи лайăххи Шупашкарти 112-мĕш ача садĕнчи Е. Коршунова учитель-логопед пулчĕ. "Класс ертỹçисенчен чи лайăххи" ята вара Шăмăршăри вăтам шкулти И. Харитонова çĕнсе илчĕ.
Пирĕн районти Сăкăтри "Çăл-куç" ача садĕнчи Н. Алексеева физкультура инструкторĕ призерсен шутне кĕчĕ. Мероприятие пĕтĕмлетнĕ май çакна палăртса хăварасшăн: учитель умĕнче пуçа тайма тивĕç эпир. Çапла мар-и-ха? Вĕсем çитĕнекен ăрăва ăс парса пурнăç çулĕ çине тăратаççĕ. Малашне те çитĕнĕвĕ пултăрах вĕрентекенсен.
А. АСТРАХАНЦЕВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)