08 мая 2013 г.
ТĂХĂР вунă çул тултарнă вăрçă ветеранĕсемпе салтак арăмĕсене, тыл хастарĕсене Раççей элтеперĕн саламлă çыруне çитерсе ватăсене юбилей ячĕпе саламлани _ хăйне евĕр асра юлмалли кун. Пирĕн районта ăна лайăх йĕркелесе пыраççĕ. Апрель уйăхĕнче çеç район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глуховпа халăха социаллă хỹтлĕх пай пуçлăхĕ Н. Никитина виçĕ ватă патне çитсе кăмăлĕсене уçнă. Сăкăтри О. Воробьева _ педагогика ĕçĕн ветеранĕ, тыл хастарĕ, салтак арăмĕ. Тутар Сăкăтĕнчи М. Асеиновапа Тикешре пурăнакан Ф. Иванован шăписем те хăрушă вăрçă çулĕсемпех çыхăннă. Вăхăтĕнче кинемейсем вăрман та каснă, окоп та чавнă... Çулĕсем шултăраланнă асаннесем паян хăйсене патшалăх шайĕнче пысăк тимлĕх уйăрса саламланăшăн чĕререн тав тăваççĕ. Кăçал çеç районти сумлă ушкăн 14 ватă килне çитнĕ. Пурĕ вара Раççей Пуçлăхĕн Çырăвне 28ăн илме ĕлкĕрнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)