08 мая 2013 г.
Майăн 3-мĕшĕнче ра-йонта Раççейри чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управлени начальникĕ Станислав Антонов генерал-майор пулнă. Вăл пĕтĕмĕшле лару-тăрупа, Турханти психоневрологи интерна-тĕнче пурăнакансене сыхлас тĕлĕшпе хăрушсăрлăх йĕркисене мĕнле пăхăннипе паллашнă, кунта вырнаçнă ятарлă пушар посчĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, дежурствăсене мĕнле йĕркеленипе кăсăкланнă.
Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Глуховпа Турхан лесничествин пушарпа хими станцинче çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушартан сыхланмалли ыйтусене сỹтсе явнă.
х х х
Çак кунсенче Юхмапа Пăла тăрăхне Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов ĕçлĕ çул çỹревпе çитнĕ. Владимир Николаевич Тутар Сăкăтĕнче тăвакан çĕнĕ шкулти строительство объектĕнче пулнă, канашлу ирттернĕ. Сăмах май каласан, 200 вырăнлă вăтам шкул çуртне купаласа пĕтернĕ, тăррине витнĕ. Халĕ кантăкĕсене вырнаçтарса шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ.
х х х
Республикăри Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина районта çурхи ака-суха ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă. Çак тĕллевпе вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Н. Глуховпа тата унăн çумĕпе _ ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕпе М. Калмыковпа "Труд", "Батыревский" хуçалăхсенче, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче пулнă, Çĕнĕ Ахпỹртри Евгений Мартышкин фермер хуçалăхне çитсе ĕç-хĕле епле йĕркеленипе кăсăкланнă.
(Хамăр корр).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)