08 мая 2013 г.
Республикăра, çавăн пекех районта та майăн 6-мĕшĕнчен пуçласа 26-мĕшĕччен "Частник" операци пырать. Ăна харпăр хуçалăхра тытакан тракторсемпе прицепсенчен, хăй тĕллĕн çỹрекен ытти машинăсенчен патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухманнисене, çын пурнăçĕшĕн тата сывлăхĕшĕн, çут çанталăкшăн хăрушлăх кăларса тăратаканнисене тупса палăртассипе йĕркеленĕ. Çак тапхăрта ятарлă комисси ял тăрăхĕсене çитсе ĕçлеме юрăхсăр, кирлĕ документсем çук техникăна шута илĕ. Çула тухма ирĕк паракан хутсене тутарттарманнисене те пуçран шăлмĕç.
И. ВАСИЛЬЕВ, Гостехнадзорăн аслă инспекторĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)