АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тепчев пуслане

08 мая 2013 г.

 Статистикăра тăрăшакансем çитес вăхăтра халăхăн апат рационне тĕпчĕç. Вĕсем сăнава лекнĕ çын çулĕпе тата ăçта ĕçленипе, пурăннипе, наци йăли-йĕркипе, сывлăхĕпе, пурнăç условийĕ мĕнле шайрине кура мĕн чухлĕ апат-çимĕçпе усă курнипе, калорилĕхĕпе, рационти хими тытăмĕпе кăсăкланĕç. Тĕпчеве çĕр-шывĕпе 45 пин кил-хуçалăх хутшăнать, вăл шутран 440-шĕ _ Чăваш Енрен. Статистиксем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле хулисенче, Элĕк, Патăрьел, Йĕпреç, Комсомольски, Красночетайски, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Тăвай районĕсенче тата Çĕнĕ Лапсарта пурăнакансем патне çитеççĕ. Уйрăм сăнав кăтартăвĕсем Раççей халăхĕн сывлăхне çирĕплетме тивĕçлĕ йышăнусем тума, анлă сарăлнă чир-чĕре хирĕç кĕрешме программăсем хатĕрлеме май параççĕ.

Г. САЛИХОВА, статистика пайĕн тĕп специалисчĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика