08 мая 2013 г.
Уголовлă айăплав ĕçĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлекен инспекцисем Раççей Федерацийĕнчи судсем кăларнă йышăнусен 50 ытла процентне пурнăçласа пыраççĕ. Районта преступлени туса суд урлă пирĕн пата çакланнисем 80 çынна яхăн учетра тă-раççĕ. Малтанласа çак инспекцисем шалти ĕçсен тытăмĕсенче тăнă, халĕ вара _ Раççей Федерацийĕн Юстици министерстви "çуначĕ айĕнче". Тĕллевĕ пĕрре: саккунлăхпа йĕркелĕх хуралĕнче çирĕп тăмалла, граждансен ирĕклĕхне тивĕçлипе сыхламалла. Ĕçĕмĕр яваплă та, теветкеллĕ те. Çакна пĕр синкерлĕ тĕслĕхпе çирĕплетесшĕн. 2002 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче (милици кунĕнче) пирĕн ентешĕмĕре, Канаш хулин тата Канаш районĕн уголовлă айăплав ĕçĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе ĕç-лекен инспекцин инспекторне, 23 çулхи Эльвира Васильевна Крылова лейтенанта ĕçрен таврăннă чухне паллă мар автомашина çапса хăварнă, вилмеллипех амантнă.
Э. Крылова 1979 çулта Тăрăн ялĕнче çуралнă. Ачаранах ĕçлĕхлĕ, яваплă, шанчăклă, маттур хĕр пулса çитĕннĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан лайăх паллăсемпе çеç вĕренсе тухнă, общество ĕçĕсене хастар хутшăннă. Хĕрача уйрăмах "Зарница" вăййа питĕ килĕштернĕ, районти юрăпа ташă халăх ансамблĕнче ташланă. Алла аттестат илнĕ хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн юридика факультетĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă.
А. МУРДАКОВА, районти уголовлă айăплав ĕçĕсене пурнăçлакан инспекци начальникĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)