АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "И мĕн пуян, тăванăм? Сывлăх пуян…"

08 мая 2013 г.

тенĕ пĕр сăввинче чăвашсен паллă поэчĕ Митта Ваçлейĕ. Чăн та, сывлăх пулсан пуянах çав эпир. Çынсем мĕн ĕлĕкрен çавна тĕпе хунă. Район центрĕнчи спорт комплексĕ те çав тĕллевпех çĕкленнĕ. Унта шкул ачисем те, çитĕннисем те хаваспах çỹреççĕ. Бассейна кĕме те кăмăллать халăх. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 8б класс ачисем çулталăк тăршшĕпех кашни юн кун уроксем хыççăн сывлăх сехечĕ ирттереççĕ. Хĕлĕпех вĕсем пĕринче конькипе, тепринче йĕлтĕрпе ярăнчĕç, виççĕмĕшĕнче волейболла, унтан футболла вылярĕç. Ку хутĕнче вара сывлăх сукмакĕпе утса тухрĕç. Уçă сывлăшпа сывлани мĕне тăрать! Пурнăç мĕнле пурăннинчен нумай килет. Тĕрĕс çулпа пырсан инкекĕ те айккине юлĕ. Сывлăха çамрăкран упрамалла. Сиенлĕ йăласемпе кĕрешме те çавăн чухнех вĕренмелле. В. ФЕДОРОВА, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика