15 мая 2013 г.
Районти хуçалăхсем люцерна вăррине туса илме пуçăннă май нумай ыйту сиксе тухать. Пирĕн тăрăхра паха вăрлăх çитĕнтерме пур услови те пур, çапах та хăш-пĕр сĕнỹ усăллă пуласса шанас килет.
Люцерна акиччен тăпра пулăхлăхне тĕрĕслеттермелле. Çак культура валли нейтраллă çĕр юрăхлă. Йỹçлĕхлĕ вырăнта сывлăшри азота апата куçаракан бактерисем начар ĕçленипе япăх ỹсет, тухăç чакать. Кун пек чухне акшар çăнăхне сапмалла. Гумус сахал çĕрте вăрлăхлăх люцерна акма хăрамалла мар. Фосфорпа калий çитмесен çакăн йышши удобренисемпе усă курмалла. Азота вара пĕлсе сапмалла. Вăл ытлашши пулсан та бактерисем сывлăшри азота илме пăрахаççĕ, люцерна выртма пăхать, тухăç та чакать.
Вăрлăхлăх люцерна çитĕнекен лаптăк вăрман, сад, йывăçсем ỹсекен вырăнтан аякрах мар пулсан та аван, мĕншĕн тесен унта чечексене пĕтĕçтерекен вĕлле хурчĕсем йышлă вĕçеççĕ. Акма палăртнă лаптăкра 4 çул хушши пăрçа йышши культурăсем çитĕнтермелле мар. Унти сиен кỹрекен кăпшанкăсем вăрлăх анине куçма пултараççĕ. Çавăн пекех нумай çул ỹсекен курăк çумĕнче вĕлле хурчĕсем кăмăллакан урăх культура çитĕнтермелле мар. Çум курăкран тасатма гербицид сапмалла.
Люцернăна тырăсемпе те, пĕр çул ỹсекен курăксемпе пĕрле те никĕсе хывма юрать. Ун пек чухне ăна хуплакан культурăсен акас нормине 20-30 процент таран чакаççĕ. Çĕр çинче нỹр çителĕклĕ пулсан утă уйăхĕн 15-мĕшĕчченех люцернăна тăпрана хываççĕ. Акнă чухне йĕрсем хушшине тĕрлĕрен тăваççĕ: 15 сантиметр, 30, 45, 45-15, 60, 70, 90 сантиметр. 15 сантиметр мелĕпе усă курсан вăрлăх нумай тăкакланать, тухăçĕ те пĕчĕкрех тухать. 30 сантиметр чухне вăрлăх ытларах пулать. 45 сантиметр тусан йăран хушшине çырма май пур, азот илекен бактерисем патне сывлăш кĕрет, çавăнпа та курăк лайăхрах çитĕнет, çум курăксемпе кĕрешесси çăмăлланать.
Халĕ Раççейре люцернăн 70 тĕрлĕ сорчĕ пур. Пирĕн тăрăхра сарга ятли пысăк тухăç панипе палăрать.
Шăтса тухнă культура ăнса пултăр тесен лайăхрах пăхмалла. Сиенлекен хурт-кăпшанкăран, чир-чĕртен кашни виçĕ кунта сăнаса тăмалла.
Люцерна вăрлăхне çулса пăрахнă хыççăн е дисикант препаратпа сапсан тỹрреммĕн çапса илме пулать. Курăк кашни çул пысăк тухăç паманнине шута илсе пĕр е ик çул сиктерсе выльăх апачĕ хатĕрлемелле.
С. ШАЛТЫНОВ, "Чувашский" агрохими службин агрохимикĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)