18 мая 2013 г.
6 - 10 - 70
ЧЫЛАЙ чухне ачасем пирки сăмах пуçарсан вĕсене "çутă малашлăх", "пысăк шанăç" тесе хаклатпăр. Анчах та çак сăмахсем пурне те пырса тивеççĕ-ши? Шел те, паян ашшĕ-амăшĕсĕр, ăнăçсăр çемьере, йывăр условисенче пурăнакансем те пайтах. Пурнăçри тĕрлĕ сăлтава пула йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ ачасене алă тăсса пулăшас тĕллевпе майăн 17 -25-мĕшĕсенче "хĕрỹ лини" йĕркелеççĕ. Çăмăл мар шăпапа çырлахакан ачасене тимлĕх уйăрас текенсен районти халăха социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен центра 6 -10 - 70 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа яма пултараççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)