18 мая 2013 г.
ХАЛĂХРА "май уйăхĕнче майра шăнса вилнĕ" текен каларăш пур. Ку вăл те чăн, те халап? Анчах кăçалхи çу пуçламăшĕ ăшăпа çунтарать те çунтарать. Икĕ-виçĕ кун ĕнтĕ термометр çинчи ртуть палли вăтăр градус урлă каçрĕ. Çакă, паллах, организмшăн çăмăлах мар. Шăрăхра чĕре чирĕпе, пуç ыратнипе аптăракансем пушшех йышланаççĕ. Çанталăка сăнакансем çирĕплетнĕ тăрăх, иртнĕ çулхипе танлаштарсан, халĕ çичĕ градус ăшăрах иккен.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)