АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул урлă каçасшăн-и? Асăрхан!

18 мая 2013 г.

РАЙОНТИ ГИБДД инспекторĕсем çулсеренех çул урлă каçакансен айăпĕпе пулнă инкексене шута илеççĕ. Кăçал ку таранччен пакунлисен çак сăлтавпа протокол çырма тивменччĕ-ха. Майăн 15-мĕшĕнче вара гаишниксен ирпе-ирех Патăрьелĕнче пулнă авари вырăнне çитме тивнĕ. Хĕрарăм юраман вырăнта çулăн тепĕр енне каçасшăн пулнă. Водитель ăна асăрхаса ĕлкĕреймен... Суранланнă çынна больницăна илсе кайнă. Юрать-ха, инкек синкерлĕ вĕçленмен. Çуран çỹрекенсене асăрхаттарас тĕллевпе кашни уйăхрах "Пешеход. Пешеходный переход" операцисем йĕркелеççĕ пулин те пуçтахсем тупăнаççех. Ĕнерпе виçĕм кун та районта çакнашкал яваплă тапхăр иртрĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика