АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кинофестиваль йыхравлать

18 мая 2013 г.

Улттăмĕш хут йышăнĕ Чăваш Ен Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале. Маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ: вăл Шупашкарта май уйăхĕн 20-25-мĕшĕсенче иртĕ. Йĕркелỹçĕсем палăртнă тăрăх _ кăçалхи ыттисенчен "сăпайлăхĕпе" уйрăлса тăрĕ. Çак сăмахăн вăрттăнлăхĕ акă мĕнре: кинофестиваль йăлтăр-йалтăр "çăлтăрсемпе", хăйсене кăтартма, халăха калаçтарма килсе çитнисемпе пуянах пулмĕ. Апла пулин те чи пĕлтерĕшли, тĕшши "пушă" юлмĕ, кинофестиваль шайĕ нимĕн чухлĕ те чакмĕ. Кино ячĕпе ирттерекен кăçалхи уявăн президенчĕ малтанхи пекех _ "Мосфильм" киноконцертăн генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров кинорежиссер. Конкурса тăратнă 12 фильм программине те, жюри йышне те палăртнă. Фестивалĕн ятарлă парни _ Анне статуэтки. Унсăр пуçне Республика Пуçлăхĕн парни те пулĕ. Ăна киноискусствăра гражданлăхпа патриотлăх темине уçса панă ĕçшĕн парĕç. Конкурса тăратнă фильмсемсĕр пуçне тата Александр Прошкинăн картинисемпе, "Вак халăхсен фильмĕсен" ятарлă сеансĕсемпе, "мультиксемпе" паллаштарĕç. "Фестивальсен фестивалĕ" те, Владимир Козлов кинокартинисен каçĕ те куравçăсене кăсăклантарасса шанатпăр. Кинофестиваль кунĕсенче Раççей, Франци, Голланди, Инди, Грузи, Эстони тата ытти хутлăхри 30 яхăн режиссер, продюсер, актер, сценарист, кинокритик Чăваш ене çитсе курĕç. Вĕсен шутĕнче _ Дмитрий Астрахан, Александр Прошкин, Виктор Мережко, Анатолий Кот, Александр Пятаков... Н. СМИРНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика