18 мая 2013 г.
Çулсерен районта иртекен наукăпа тĕпчев конференцийĕ 9-мĕш хут пулчĕ. Унта çав тери нумай ача хутшăнчĕ, тĕрлĕ темăпа ĕç тăратрĕ. Кашнийĕ хăйĕнне хỹтĕлерĕ, кăсăклантарма пултарчĕ. Эпир тĕпчевпе шырав ĕçне "Чăваш мунчи" ят патăмăр. Çапăннă чухнехи такмаксене, халăхра калакан ваттисен сăмахĕсене, чăваш йăли-йĕркинче мунчапа хăçан тата мĕншĕн усă курнине тĕпчесе пĕлме тĕллев лартрăмăр.
Пурнăç условийĕсем лайăхланса пынă май, паянхи çамрăксенчен чылайăшĕ ваннăйра, душсенче çеç çăвăнма юратнине пĕлтереççĕ. Мунчана сивлени çинчен те илтме тỹр килчĕ. Ку шухăшпа пирĕн килĕшес килмерĕ. Мунча çан-çурăмшăн та, сывлăхшăн пĕтĕмĕшле те питĕ усăллă, хуть миçери çынна та ырă витĕм кỹрет. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси - кашни çыннăн тивĕçĕ. Çавăнпа та ялти ватăсемпе калаçса, вĕсем ĕлĕк мĕнле мунча хутнине, ỹт-пỹпе çỹçе мĕнле çуса тасатса пурăннине ыйтса пĕлтĕмĕр, милĕкпе çапнă чухне каланă такмаксене пуçтартăмăр, çыра-çыра илтĕмĕр, тĕрлĕ хаçат-журнал тупса, ял тата район библиотекисене кайса, вĕсене вуласа паллашрăмăр.
Этемлĕх пиншер çул каяллах мунча сипне-уссине питех те аван ăнланнă та, пĕлнĕ те, унпа усă курнă та. Ахальтен-и ăна ĕмĕртенпех халăх лекарĕ тесе ят панă. Мунча мĕнле пулса кайнине пĕлме питех те интереслĕ. Мифсемпе легендăсенче те ун пирки асăнни нумай. Грек паттăрĕсем çул çỹрев хыççăн çăвăнма юратнă-мĕн. Виçĕ вăрăм шертене, вĕçĕсене пĕрлештерсе, çирĕплетсе лартнă та кĕççепе лайăххăн витнĕ _ пĕчĕкçĕ пỹрт, хỹшĕ пулса тăнă çапла. Варрине хĕп-хĕрлĕ хĕртнĕ чул тултарнă пысăк чан вырнаçтарнă. Çак кĕççе мунчана кĕрекенсем чул çине кантăр çăвĕ сирпĕтнĕ, çав тери вăйлă пăс çĕкленсе тухнă вара. Скифсем те çак вĕри ăшĕнче рехетленнĕ.
Чăвашсен те ĕлĕк-авалах мунча пулнă. Паллах ĕнтĕ, пурин те тенĕ пек хураскер. Хăш-пĕр ялсенче, уйрăмах тури чăвашсен тăрăхĕнче, пачах пулман теççĕ. Çыннисем çулла çырмара е юхан-шывра шыва кĕнĕ, хĕлле пỹртре кăмака умĕнче çăвăннă. Чăвашсен супăнь вырăнне сĕлтĕ тăрри пулнă. Çăмартапа, çĕве янă шывпа, сăрапа çунă тĕслĕхсене те асăнаççĕ. Çỹç темле вăрăм тата хулăн пулсан та витĕр тасалнă, уçма çăмăл пулнă.
Ялсенче чун кантармăшсене çырма хĕррисенче лартни пушар хăрушлăхĕпе те, шывне инçетрен йăтма йывăр пулнипе те çыхăннă. "Уявсен тĕлне йышлăн мунча хутатчĕç те шыв хĕрринче пире, ача-пăчасене, хаваслăччĕ. Чылайăшĕ çыран хĕрринчех япалисене çăва-çăва çакса типĕтетчĕç",_ каласа параççĕ ватă çынсем çав вăхăта ырласа.
Мунчана пирĕн несĕлсем çăвăнса тасаласшăн, ваттисен тĕрлĕ йăлине тăвасшăн, вилнисене асăнса хутни паллă. Çимĕкре чăн çĕре кайнисене асăннă. Хуранра çичĕ тĕрлĕ курăк е йывăç çулçи ярса вĕретнĕ шывпа çă-вăннă, çĕнĕ милĕкпе çа-пăннă. Кайран вилнĕ тăвансен ячĕпе лапка çине чашăксемпе лĕп шыв ярса, çăвăнмалли хатĕрсем хурса хăварнă.
Çамрăк ачасене шăрт кăларма унта илсе кайнă. Ку ĕç валли шĕвĕ чуста йỹçĕтнĕ, пĕчĕкскерсене хырăмĕпе чĕркуççи çине вырттарнă. Хăшканă, урăхла каласан, массаж тунă. Унтан, пусмапа витсе, милĕкпе çапнă. Пыл сĕрнĕ тĕслĕхсем те пулнă. Ачана çапла майпа шăртран тасатнă, çуса кăларнă. Пылпа мунчара ытти чир-чĕртен тасалма та час-часах усă курнă.
Ĕлĕк чăвашсем авланакан каччăна çапла тĕрĕсленĕ: пулас хуньăшĕпе мунчана янă. Йĕкĕт арăмĕн ашшĕне милĕкпе япăх çапрĕ-тĕк ăна хĕр памасан та пултарнă. Пĕлсе тарласа, çăвăнса, çапăнса несĕлсем нумай чир-чĕртен тасалнă, сывалнă, ỹт-пĕве пиçĕхтернĕ, ĕмĕрĕсене тăснă. Мунча юн çаврăнăшне хăвăртлатать. Çăвăннă хыççăн сивĕ шыва чăмни тата çапăнни _ юн тымарĕсем валли чи лайăх гимнастика. Çакăн евĕр хире-хирĕçле процедурăсем чĕрепе ỹпкешĕн питĕ лайăх.
Мунча белоксен ылмашăвне вăйлатать. Белоксем, çусем, углеводсем, минераллă япаласем лайăхрах ирĕлеççĕ. Ревматизм, усал шыçăсем, полиартрит, атеросклероз _ акă вĕсем мунчаран "хăракан" чирсем. Çапăннă çĕрте холестерин "çунса" каять. Мунча хыççăн хăвна çăмăл туятăн, çунат хушнă евĕр малашлăх çинчен шутлатăн, хырăм выççине сисетĕн, анчах та нумай çиме-ĕçме хушмаççĕ.
Ĕлĕк милĕке чăвашсем хурăнран анчах хатĕрленĕ. Анчах пурнăç пĕр вырăнта çеç тăмасть, улшăнать. Çавна кура пирĕн несĕлсем те тĕрлĕ йывăç-курăк милĕкĕ сиплĕ пулнине туйса илсе, вĕсемпе усă курма хăнăхса пыни паллă. Халĕ вара ытларах чăвашсен _ шурă мунчасем. Чылай çыннăнне кĕрсе куртăмăр эпир, тĕлĕнтĕмĕр те хăш-пĕрин пултарулăхĕнчен. Мĕнле кăна ăсласа тупмаççĕ пулĕ вĕсем проекчĕсене? Электричествăпа та, газпа та хутса ăшăтакансем пур. Çакă, паллах савăнтарать.
Мунчана пырса кĕнĕ чухне "Ăшши тутлă пултăр, шăмшака канлĕх!" е "Мунча мунча пек, ăшши ăшши пек пултăр", тенĕ. Милĕкпе çапăнма хатĕрленнĕ май кăмака чулĕ çине: "Маша (кам çапăнать, çавăн ятне калан) валли тутлă ăшши" тесе куркапа шыв сапнă. Тата çакна та палăртма кăмăллă. Уйрăмах милĕкпе çапăнассине питĕ тимленĕ несĕлсем, ача-пăчасем те çапăнма кăмăллаччăр, сывлăхлă çитĕнччĕр тесе такмакла-такмакла çапнă вĕсене, шыва кĕртнĕ, чỹхентернĕ. Несĕлсен ырă йăлине малалла тăсса, çак пархатарлă енĕн усăлăхне хальхи çамрăксене лайăхрах туйтарса илтерсе, час-часах мунча кĕрсе сывлăхпа пурăнар. Ăшши сиплĕ пултăр!
М. ЖУРАВЛЕВА, вĕренекен,
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)