АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » МĕН АКАТПĂР-ỹСТЕРЕТПĕР?

22 мая 2013 г.

 Раççей Ял хуçалăх министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, пирĕн çĕр-шывра ака ирттерме кашни çул 22 миллион килограмм ытла тĕп культурăсен вăрлăхĕ кирлĕ. Хамăр вăйпа сойăнне - 100, тĕш тыррăнне 75 процент, хĕвел çаврăнăшăнне тата пăрçа йышши культурăсенне, рапсăнне 3!4 пайне хатĕрлетпĕр. Сахăр кăшманĕ, çĕр улми, куккурус, нумай çул ỹсекен курăксем ỹстерекен хуçалăхсем ют çĕр-шывран туянмасан акана вĕçлеймеççĕ.

Темиçе çул каялла вăрлăха ытларах Чехирен, Голландирен, Польшăран илсе килнĕ. Америкăран та нумай туяннă. Сăмах май, Китайри самай йỹне ларать-мĕн. Хăй вăхăтĕнче унта ỹсен-тăран отрасльне аталантарма укçа шеллемен. Паллах, лайăххипе пĕрлех япăх предприятисем пур. Çавăнпа та хутаçсенче чапли те, начарри те пулма пултарать. Чикĕрен каçарнă чухне пурне та тĕрĕслесе ĕлкĕреймеççĕ. Çитменнине хăш-пĕр чухне лаборатори тĕпчевĕсем вăраха тăсăлса каяççĕ. Акмалли-лартмалли материала вара ятарлă складсенче нумай вăхăт тытма юрамасть. Эппин, экспертиза пынă вăхăтрах пропуск пунктĕнчен вăрлăха илсе кайнипе Раççей территорийĕнче сарăлма ĕл-кĕрет, çĕр-шыв экономикишĕн хăрушлăх тухса тăрать.

Вăрлăх рынокне Раççейре вырăс рулеткипе танлаштарнипе килĕшме те пулать. Мĕн туяннине, мĕн шăтса тухассине никам та çирĕплетсе калаймасть.

Ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем вăрлăх сутакан вырăнсене тĕ-рĕсленĕ май çине-çине çитменлĕхсем тупса палăртаççĕ. Нумай чухне Патшалăхăн селекци çитĕнĕвĕсен реестрне кĕртмен тавара сĕнеççĕ. Кунашкал хутаçсенче мĕн иккенне тĕп-тĕрĕс никам та калаймасть.

Çакна палăртса хăварас килет. Асăннă пĕр-пĕр сорта реестра кĕртичен пур енлĕн тĕпчесе хак параççĕ. Раççейре ку енĕпе 79 филиал тата 8 химипе технологи лабораторийĕ ĕçлет, ятарлă 485 лаптăк пур. Хăш регионта мĕнле сорт аван пулнине уçăмлатаççĕ.

Вăрлăха сорт тата шăтаслăх пахалăхне çирĕплетекен документсăр сутнине те асăрхатăн. Тĕ-рĕссипе, пахчаçă çак хутсемпе кăсăкланмасть те. Ыйтсан та _ кăмăла хуçни кăна пуль. Сутуçăсем ытларах чухне: "Пур, пĕтĕм документ пур. Саккунлах ĕçлетпĕр", - тенине пĕрре мар илтме тỹр килнĕ. Ял çыннин пĕчĕк пĕр хутаçшăнах чĕрре кĕрсе тăма вăхăчĕ çук. Вăл акни шăтса тухмасан суда та каймасть. Çакăнпа вара пичĕсене кĕççе çĕленисем усă кураççĕ.

Кашни çулах Чăваш Енри сутлăхри вăрлăха тĕрĕслеççĕ пулин те, йĕркене пăсни сахал мар. Ака уйăхĕнче кăна Раççей Ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн инспекторĕсем административлă 50 ĕç пуçарнă тата 5 предписани, 1 представлени хатĕрленĕ. 5 услам-çа, должноçри 2 çынна тата 40 гражданина административлă явап тыттарнă.

Надежда ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика