АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олимп çулĕ такăр мар

22 мая 2013 г.

Сейфуллин Юрий Анатольевич Патăрьел ялĕнче 1956 çулхи декабрĕн 10-мĕшĕнче çуралнă. 1964 çулта çемйи пурăнма Вăрмар поселокне куçса кайнă.

Тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чухнех вăл пултаруллă кĕрешнине кăтартса панă. Хусан хулинче Совет Союзĕн Геройĕн Липатовăн призĕсене çĕнсе илессишĕн Пĕтĕм Союзри турнир ирттернĕ. 46 участник пулнă 57 килограмлă спортсменсем хушшинче. Ку ăмăртура пирĕн ентешĕн кавир çине пилĕк хутчен тухмалла пулнă. Виççĕшне выляса илнĕ, иккĕшне выляса янă.

Часах Канашра ирĕклĕ майпа кĕрешессипе республикăри шкул ачисем хушшинче ăмăрту пулнă. Ку хутĕнче Сейфуллин иккĕмĕш вырăн йышăннă. Канаш спортсменĕ Гурьев пĕрремĕш пулнă. Каярахпа республикăра ирттернĕ ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăннă. Тăххăрмĕш класра вĕреннĕ чухнех çитĕнсе çитнисем хушшинче пĕрремĕш разряд нормативне пурнăçланă.

1975 çулта Вăрмарти пĕрремĕш вăтам шкултан вĕренсе тухсан, Киеври патшалăх физкультура институтне кĕрет. Спортри ăсталăха ỹстерме кунта майсем пушшех те лайăх. Минск хулинче "Буревестник" ирĕклĕ спорт обществин Тĕп совечĕ ирттернĕ ăмăртура ирĕклĕ майпа кĕрешсе пиллĕкмĕш вырăн йышăнать, СССР спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлать. Çав çулах Украина чемпионачĕн призерĕ пулса тăрать.

Çамрăк каччăна самбо енĕпе ăмăртасси кăмăла кайнă. Киев хулинче самбо енĕпе кĕрешсе мала тухассишĕн ăмăрту ирттернĕ. Халиччен ку спорт енĕпе ăмăртса курман вăл. Çавăнпа ĕнтĕ самбистсем ăна палламан та, вăл пултаруллă кĕрешессе шухăшламан та. Петр Кармалак тренер сĕннипе кăна хутшăннă Юрий çак ăмăртăва. Хăйĕн пултарулăхĕпе чăннипех те тĕлĕнтернĕ спортсменсене. РСФСРти халăхсен Спартакиадин призерне Евдокимова анчах выляса янă, иккĕмĕш вырăн йышăннă, виçĕ СССР спорт мастерне çăмăллăнах çĕнтернĕ.

Кишиневра Дзержинск ячĕпе хисепленекен приза тата Мускавра космос паттăрĕсен призне çĕнсе илессишĕн ирттернĕ самбистсен ăмăртăвĕнче те Юрий лайăх результатсем кăтартнă.

1978 çулхи август уйăхĕ халĕ те ун асĕнчех. Иваново-Франковск хулинчи Пĕтĕм Союзри турнира çичĕ Союзлă республикăсен командисем килнĕ. 62 килограмм виçеллисем хушшинче кавир çине 29 участник тухнă. Хĕрỹ тупăшура Юрий Анатольевич СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçлать.

Сентябрь уйăхĕнче Украина чемпионатне хутшăнса чемпион пулса тăнă, пĕрлештернĕ команда составне лекнĕ. Декабрь уйăхĕнче Мускавра самбо 40 çул тултарнă ятпа ирттернĕ ăмăртура СССР Кубокне çĕнсе илнĕ (1978).

1979 çулта Ю. Сейфуллин Киевра физкультура институтĕнчен вĕренсе тухать. Часах ăна Совет Çарне илеççĕ. Вăл службăна Киеври Çарăн спорт клубне лекет. СССР Хĕç-пăшаллă Вăйсенчи спортсменсем хушшинчи тупăшура иккĕмĕш вырăн йышăнать.

СССР Кубокне çĕнсе илессишĕн ирттернĕ тупăшура виççĕмĕш пулать.

Темиçе хут Хĕç-пăшаллă Вăйсен чемпионĕ. "Динамо" спорт обществинче тăрăшулăх кăтартать. Вăл 10 çул прапорщикра службăра тăрать.

Халĕ Шупашкарти 34-мĕш гимназире физкультура учителĕ пулса ĕçлет.

А. ХОВАНСКИЙ, (Вăрмар район спорт энциклопедийĕн справочникĕнчен).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика