22 мая 2013 г.
Шкул ачисен спартакиадипе килĕшỹллĕн Çĕрпỹ хулинче Чăваш Республика Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн алă вăй виçессипе ăмăртусем иртрĕç. Унта 19 командăран 250 ытла спортсмен хутшăнчĕ.
Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти А. Яковлев, Д. Давыдов тата А. Михайлов, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти И. Купкенов, Ыхра Çырминчи Э. Алеева çĕнтерỹçĕсем пулчĕç.
Хăйсен виçе категорийĕсенче А. Яковлев (Нăрваш Шăхаль), П. Чураков, Д. Осипов (Турхан), Р. Тазетдинов (Ыхра Çырми), А. Коннов (Туçа), Н. Аппакова (Патăрьел), Е. Михайлова (Çĕнĕ Ахпỹрт), Р. Садыкова (Патăрьел), Л. Махмутова (Шăнкăртам) призлă вырăнсене йышăнчĕç.
Районăн пĕрлештернĕ команди вара пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Ачасене ăмăртăва кайма И. Алеев, А. Давыдов, Н. Михайлов, В. Козлов, В. Бахмисов тренер-преподавательсем хатĕрленĕ.
А. АЛЕЕВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)