АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйăсем çĕнĕлле иртрĕç

22 мая 2013 г.

 Волейболистсемпе шашка-шахмат вăййине юратакансен турнирĕ иртрĕ. Районти ветерансен канашĕ пуçарнипе ăна кăçалтан çулленех йĕркелеме палăртаççĕ. Çакна "Паттăр" спорткомплекс ĕçченĕсем те хапăл тунă. Ăмăртăвăн çĕнĕлле йĕрки те пур. Кунта аллă çулхисем тата унран аслăраххисем çеç выляççĕ.

Турнира пурĕ 6 команда, 12 шашка-шахмат вăййине юратакан пуçтарăнчĕ.

Ăмăртăва уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, унăн çумĕ М. Калмыков , И. Хитров, В. Бородкин, Р. Сафиуллов, А. Долгов, Е. Долгов, Н. Козлов волейбол спорчĕн ветеранĕсем те килнĕ. Николай Иванович аслисем çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса тăнине палăртрĕ. Ветерансем чылай çул каялла республика шайĕнчи ăмăртусенче еплерех çĕнтернисене аса илчĕç. Шашка-шахмат вăййине юратакан Хирти Пикшикри Р. Даутов калаçăвне итлеме те кăмăллă пулчĕ. Ăмăртусем пуçланчĕç. Малтанах площадкăна Первомайскисемпе кỹршĕсен "Кĕтне" ФСК команди тухрĕ. Çивĕч тупăшура вĕсем пĕр-пĕринчен пĕрер тапхăр выляса илчĕç. Виççĕмĕшĕнче Аслă Арапуçсем тăрăшуллăрах пулса 2:1 шутпа çĕнтерчĕç. "Паттăр" спорт комплексĕннипе Туçа ял тăрăхĕн командисем хушшинче те çав тери çивĕч тупăшу пычĕ. Çапах та хăнасем ăнăçлăрах вылярĕç, виççĕмĕш вырăна тухрĕç. Аслă Арапуçсем чемпионсем пулчĕç. "Кĕтне" ФСК команди иккĕмĕш вырăнпа çырлахрĕ.

Шашкăлла вылякансенчен чи пултарулли Н. Федоров пулчĕ. Иккĕмĕшĕнче - В. Марков, виççĕмĕшĕнче - Т. Абянов. Шахматла та шашкăлла вылякансемех тупăшрĕç. Çĕнтерỹçе В. Суйманов тухрĕ. Ун хыççăнхи вырăнсенче - Р. Даутовпа В. Марков. Турнирăн çĕнĕлĕхĕ те пур. Икĕ вăйăри очкосене хушса çĕнтерỹçĕсемпе призерсене палăртаççĕ. Çапла вара турнир чемпионĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ Н. Федоров пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - В. Марков, виççĕмĕшĕнче - В. Суйманов. Мала тухнă тата призлă вырăнсене йышăннисене асăнмалăх парнесем парса чысларĕç.

Çак мероприятие ирттерме хальхи вăхăтра Мускав хулинче пурăнакан С. Лукин пулăшрĕ. Аслă Арапуç çынниех вăл, хăй те спортсмен пулнă.

 

В. МИХАЙЛОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика