АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи çивĕч ыйтусене хускатрĕç

25 мая 2013 г.

Çăва тухнă хыççăн районта пĕрремĕш информаци кунĕ Микула кунĕнче, майăн 22-мĕшĕнче, иртрĕ. Çавăнпа та кун йĕркинчи ыйтусем ытларах ăшă та шăрăх вăхăтра çирĕп пурнăçламалли ĕçсемпе çыхăннă: ачасен çуллахи канăвне йĕркелесси, каникул вăхăтĕнче вĕсене ĕçпе тивĕçтересси; çуллахи тапхăрта пушар тата шыв хăрушсăрлăхĕ; патшалăх çуртĕнче пурăнакансен коммуналлă çăмăллăхĕсен çĕнĕ нормативĕсем.

Хальхинче пирĕн района Чăваш Республикинчи Патшалăхăн тĕп инженер-инспекторĕ Владимир Дмитриев ертсе пыракан информаци ушкăнĕ килнĕ. Район администарцийĕн пуçлăхĕпе тата районти информаци ушкăнĕсемпе тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтусене çивĕчлетнĕ.

Малалла информаци ушкăнĕсем хăш-пĕр ял тăрăхĕсене çитсе халăхпа тĕл пулнă, çынсене кăсăклантаракан, пăшăрхантаркан шухăшсене уçăмлатнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, Федераллă налук службин Управлени ертỹçин çумĕ С. Аристова, Федераци Канашĕн членĕн пулăшуçи М. Федотов Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче, "Труд" хуçалăхра, вăтам шкулта, врач офисĕнче пулса ĕç-хĕлпе паллашнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ М. Калмыков тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ В. Осипов ертсе пыракан ушкăнсем Патăрьелĕнчи професси училищин производство базипе паллашнă, Ыхра Çырминчи вăтам шкулти ĕç коллективĕпе курнăçса калаçнă.

( Хамăр корр.).

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика