АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĂЛХА çЫХСАН ПУçНЕ ТЕ ПИТĕРМЕЛЛЕ

25 мая 2013 г.

Пирĕн çĕр-шыв тĕрлĕ реформа витĕр тухрĕ. Çирĕммĕш ĕмĕрте фабрикăсемпе заводсем ĕçленĕ, хуласенче нумай хваттерлĕ çуртсем пĕрин хыççăн тепри çĕкленнĕ, чукун çул хывнă, колхозсемпе совхозсем аталаннă...

Акă, Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче 13 пин çынран кая мар тăрăшнă. Халь пире Китайран илсе килнĕ тум-тир тăхăнтараççĕ. Çамрăк ăрăва вĕрентес система та лайăххисенчен пĕри шутланнă. Ертỹçĕсем те пурте çав вăхăтра вĕреннисем. Паллах, çитменлĕхĕсем те нумай пулнă.

Эпĕ хам та Совет Союзĕнче çуралнă çын пулнă май, лайăххине те, начаррине те çителĕклех курнă. Иртнĕ ĕмĕрте ял кĕрлесе çеç тăратчĕ. Паянхи кун ирхине автан авăтни çеç унтан та кунтан илтĕнет.

Мĕншĕн-ха пирĕн пурнăç пăтранчăклă? Çут çанталăк саккунĕсемпе килĕшменнипе-и? Саккун кăларакансемпе пурнăçа кĕртекенсем тивĕçлĕ ĕçлеменнипе-и? Çĕр-шывра коррупци аталанать, губернаторсемпе пуçлăхсем, прокуратурăпа полицире ĕçлекенсем тата ытти чиновниксем миллионера тухаççĕ, ют çĕр-шывсене пурăнма тухса каяççĕ. Вĕсене валли нимĕнле йышăну та туманнипе халăх шанăçа çухатса пырать.

"Хресчен сасси - Кил" хаçатра раштавăн 28-мĕшĕнче тухнă номерте республикăри фермер хуçалăхĕсен пĕрлĕхĕн (АККОР) ертỹçин çумĕ А. Данилова Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе янă саламра: "Тухăç пысăк пулни те пире йывăрлăха кĕртсе ỹкерме пултарать-çке", - тенĕ. Маншăн, чылай çул хуçалăха начар мар ертсе пынă ертỹçĕшĕн, çак сăмахсем питĕ тĕлĕнмелле пулчĕç. Çав вăхăтрах РФ Ял хуçалăх министрĕ, пирĕн ентеш Н. Федоров, кăçал 75 млн тонна тĕш тырă пуçтарса кĕртмеллине палăртрĕ. Кăна мĕнле ăнланмалла тата? Хăшне ĕненмелле? Тĕрĕссипе, патша вăхăтĕнче те çулталăкра 90 млн тонна яхăн тырă пухса илнĕ. 1913 çулта Раççей халăхĕ тутă пурăннă. Çакна экономика кăтартăвĕсемпе вăл вăйлă аталаннă 5 çĕр-шыв шутне кĕнĕ. Унтанпа чылай çул иртрĕ. Тыр-пула çĕнĕ технологипе туса илме, хăватлă техникăпа усă курма пуçларăмăр пулин те пĕр вырăнтах тăратпăр.

Район хаçачĕ Россельхозцентрăн Патăрьелĕнчи уйрăмĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене тĕрĕсленине, хăш хуçалăхра мĕнле кăтарту иккенне кăтартакан таблица, статья кăларать. Çулленех унта нуль процентлисем те пур. Çуркунне çитсен çак ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем мĕнле вăрлăх акаççĕ-ши? Пулса çитнĕ тыр-пула тĕшĕлесе пуçтарса кĕртме тытăнсан "Дон", "Енисей" тата ытти çавăн йышши комбайнсем тухăçа çуррине хире хăвараççĕ. Ертỹçĕсемпе агрономсен çакна курмаллах. Кашни гектартан мĕн чухлĕ тырă пухса кĕртнине республикипех савăнса пĕлтереççĕ. Суя сăмах çаптараççĕ! Халь пулăхлă çĕрсене кăна акаççĕ, ытти çĕрте мăянпа пиçен ашкăрать. Выльăх-чĕрлĕх шучĕ чакнăран хире тислĕк сахал тăкăнать, çавна май сидераллă парпа усă курасси пирки те специалистсен шутласа пăхмалла мар-ши? Минераллă удобренипе çеç малалла каяймăн. Çут çанталăкра начар çĕр çук, япăх хуçалăхсем çеç нумайланса пыраççĕ. Унччен çăкăр туса илме хăватлă техника та пулман, апла пулин те ертỹçĕсемпе агрономсем халăха пĕлсе, ăнлантарса ертсе пынă. Кашни эрнерех ирхине ирех çамрăксем лаша кỹлсе халăхран колхоз валли тислĕк, чăх каяшĕ, кĕл пуçтарнă. Вăкăрсемпе торф турттарнă, субботниксем йĕркеленĕ.

Манăн иртнĕ пурнăçа каялла çавăрас килмест. Çынсем чунтан вăй хунине, ертỹçĕсем халăхпа тачă çыхăнса тăрăшнине кăна кăтартасшăн. Çăкăр, батон, булка, лапша, кĕрпе хакĕсем ỹссе пынине курсан чун хăрать. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пысăк тухăç илсен, суту-илỹре конкуренци аталансан тырă та йỹнелĕ, пĕрлех çăнăх та. Халăх выльăх-чĕрлĕх ытларах усрама тытăнĕ. Мухтанмалла мар, ялан çĕнĕ çитĕнỹсем патне ăнтăлмалла, çĕр ĕç культурине кирлĕ шая çитерме тăрăшмалла. Пирĕн район хăй вăхăтĕнче республикăра "Чи пысăк çĕр ĕç культуриллĕ район" ята çĕнсе илнĕччĕ. Пушăн (март) 22-мĕшĕнче Атăлçи Федераци округĕ кăтартакан телепередачăра Чăваш Енре пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре тимлекен 1600 бизнесмен хăйсен ĕçне хупнине ним пулман пекех пĕлтерчĕç. Тĕлĕнмелле! Предпринимательсене пулăшасси тата хỹтĕлесси пирки нумай калаçаççĕ, анчах усси курăнмасть. Урăхла каласан, чăлха çыхатпăр, пуçне питĕрместпĕр, кайран вара ура шăнать тесе çỹретпĕр.

В. СЕЛИВАНОВ, ĕç ветеранĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика