25 мая 2013 г.
Пĕр-пĕр уяв канмалли-савăнмалли пулăм кăна мар, вăл - ĕçлĕ çыхăнусене анлăлатмалли хутшăну та. Ун пек пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри - Республика кунĕ. Ăна çỹллĕ шайра йĕркелесе ирттерес тĕлĕшпе ĕçлекен йĕркелỹ комитечĕ хăйĕн черетлĕ канашлăвĕнче унпа çыхăннă ыйтусене тепĕр хут тĕплĕ тишкерчĕ. Канашлăва Иван Моторин премьер-министр ертсе пычĕ.
Тĕрлĕ ведомствăсем хăйсен яваплă тытăмĕсем тĕп уява мĕнле хатĕрленнине, палăртнинчен мĕн-мĕн пурнăçланнипе паллаштарчĕç. Программăра ытларах культурăпа йăла-йĕрке мероприятийĕсем пулнăран вĕсем çинче ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов пайăррăн чарăнса тăчĕ. Вадим Петрович каланă тăрăх - йĕркелỹ ыйтăвĕсене пĕтĕмпех татса панă, мероприятисен плане çирĕплетнĕ, уява хутшăнма çĕр-шыври чăвашсем компактлă пурăнакан республикăсемпе облаçсен, крайсен, çавăн пекех Азербайджан, Украина, Болгари, Эстони, Беларуç, Палестина тата ытти патшалăх ертỹлĕхĕсем патне йыхрав янă. "Раççей çăл куçĕсем" халăх пултарулăхĕн 21-мĕш фестивальне хамăр републикăран кăна 200 ытла коллектив хутшăнĕ.
Кăçалхи уяв та çỹллĕ шайра иртесси пирки иккĕленỹ çук. Çакна республикăра пурăнакансем, унăн хăнисем кĕçех хăйсем туйса илĕç.
Ю. СТЕПАНОВ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)